Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркене (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жестянщиксем аслӑ пӳлӗм тӑрӑх чӑн-чӑн хуҫасем пек уткаласа ҫӳрерӗҫ, хӑнасене вырнаҫтарса лартрӗҫ, мастерскоя йӗркене кӳртсе, «сценӑсемпе» «декорацисем» хатӗрлерӗҫ.

Жестянщики расхаживали по помещению с хозяйским видом, рассаживали гостей, наводили порядок то тут, то там, устраивали «сцену» и «декорации».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Малтан парикмахера чӗнтер те сухална йӗркене кӗрттер.

Позови сначала парикмахера и приведи свою бороду в порядок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйсене чӑннипех те шкулта вӗренекенсем пек кӑтартма тӑрӑшса, вӗсем чавсисем таран тавӑрнӑ ҫаннисене автарса йӗркене кӳртрӗҫ, ҫупа вараланнӑ ывӑҫ тупанӗсене шӑлаварӗсемпе пиншакӗсем ҫумне сӑтӑрса тасатрӗҫ, урокра кирлӗ япаласене партӑсем ҫине, хӑйсен умне кӑларса хучӗҫ.

Стремясь по мере сил принять вид школьников, они откатывали рукава, вытирали замасленные ладони о штаны и куртки, готовили все необходимое к занятиям.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗҫех шухӑшсем йӗркене кӗрӗҫ.

Гармония и доверие вернутся в ваши мысли и поступки.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑнӑхнӑ йӗркене кӑштах пӑсас тетӗп.

Хотелось бы нарушить устоявшуюся традицию.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑвӑра йӗркене кӗртӗр, кирек мӗнле тавлашура та икӗ ен пур.

Разберитесь в себе, ведь в любом конфликте есть две стороны.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа та ашшӗ- амӑшӗн те, ачисен те йӗркене пӑхӑнмалла,- терӗ Светлана Алексеевна ларӑва чӗнтернисен умӗнче комисси ӗҫне пӗтӗмлетсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Магазинсенчи йӗркене тӗрӗслекен комисси членӗ, халӑх контролӗн штатра тӑман инспекторӗ, коммуналлӑ ҫуртсен комитечӗн председателӗ, «Пӗлӳ» обществин лекторӗ, местком председателӗ, кружок руководителӗ — пурӗ вунпилӗк ӗҫ ман.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Тӳррине каламалла, Лавр дежурнӑй чухне кӑна пӳлӗм кӑшт йӗркене кӗрет.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каҫчен ҫамрӑксем завод картишне йӑлтах йӗркене кӳчӗҫ, хӳме хыҫне ывӑтса тултарнӑ тимӗр-тӑмӑра та пӗр вырӑна пухса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йӗркене пӑсакан водительсене пирӗн инспекторсем пӗрре мар чарса административлӑ явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫав вӑхӑтрах ҫул ҫитмен ачасем административлӑ йӗркене пӑснӑ пирки протоколсем ҫырма та тивнӗ, 28-ӑшне явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ май принциплӑ пулмалла пулнӑ, йӗркене пӑсакансемпе, вӑрмана сиен кӳрекенсемпе ҫине тӑрса кӗрешме тивнӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам ҫаплах йӗркене кӗрейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Метрик кӗнекине уҫрӗ, хӑш ҫул ҫуралнине палӑртса ҫырмалли йӗркене пин те сакӑрҫӗр тӑхӑрвун тӑххӑрмӗш тесе ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑшӗ йӗркене кӗрсен, хӑйӗн мӗнпур ӑнӑҫсӑр пурнӑҫне, ҫӗклейми хуйхине тӗпрен ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кучер йӗркене кӗнине, йӑвашланнине курсан, Лукарье те тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл 5-мӗш йӗркене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн – велосипед // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10668-c- ... -velosiped

«Химик-Август–2007» 4-мӗш йӗркене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

Ҫавӑн пекех поселокри Илларионов, К.Маркс урамӗсенче тротуарсене йӗркене кӗртессине те Транспорт министерстви асӑрхава илӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех