Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркене (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ытла та асӑрханса, комисси членӗсем ҫине вӑрӑлла айӑн-айӑн куҫ ывӑткаласа, хӑйӗн брюки кӑшӑлӗн хушшине хӗстернӗ пӗр «хут купӑсне» туртса кӑларчӗ те сулахай аллинче пытарчӗ, вара сочиненин малтанлӑха ҫырмалли хут листин ҫӳлти пӗрремӗш йӗркене «Пирӗн пурнӑҫри позици» тесе ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Патак та ҫавӑн пекех: кама, тен, йӗркене сӗмсӗррӗн пӑссан, кӗске тыткалани кирлӗ пуль, анчах кунта та виҫе пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Павӑл, ҫӑвӑнса тасалса, хӑйне йӗркене кӗрткелесе, радио ячӗ те сӗтел патне пырса хӑмӑр дермотинпа сӑрнӑ диван ҫине лаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шухӑшсене йӗркене кӗртсе пӗтермелле.

Все возникающие идеи необходимо систематизировать.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сеялкӑсемпе культиваторсене, катоксемпе прицепсене, ытти хатӗрсене тахҫанах йӗркене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Пӗлтӗр Вӑрнар ТИК-ӗн, район сучӗн, 3-мӗш налук инспекцийӗн, Кульцав, Упнер, Вӑрманкас, Кӗҫӗн Кипек, Мӑн Явӑш, Ҫӗрпел ял поселенийӗсен архив докуменчӗсене йӗркене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, шурӑ кӗпе, хӑйне шӑпах хӑмӑр костюм, хӑмӑр путинкка тӑхӑннӑскер, хӑйне апла-капла йӗркене кӗрткелерӗ те, чун хавалне «ҫӑтӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ» именчӗкпе иккӗленӳ «кантрине» самант «татса ывӑтса», такам юри старт панӑ пек, хиврен малалла, Полина патнелле яртлатса утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑм шыва ӳкнӗскер ҫамки ҫинчи пӑчӑр-пӑчӑр тарне ал тӳрчӗпе шӑлкаласа илчӗ, пашкакаласа хӑйне йӗркене кӗртрӗ, унтан вӑрман ҫийӗн тавралла пӑхса илчӗ — хӑйне асамлӑн туртакан ҫутӑсене шырарӗ, анчах хӑрӑм пек хура вӑрман ҫийӗнчи хура тӑхлан пек пӗлӗтре ним уҫҫи-хуппи те палӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӳрленсе тӑрса хӑй тӑхӑннӑ-ҫакнӑ япалисене майлашуллӑ йӗркене кӗртсен пӗр тӑхтамасӑр малалла, тӑвалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсене йӗркене кӗртме пултарать-и?

Как вы думаете, может ли Чувашия привести в порядок военкоматы?

Элтепере ҫар комиссариатне юсама ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34451.html

Йӗркене пӑснӑшӑн сутуҫӑна явап тыттарма пултарӗҫ.

За нарушение правил реализации спиртосодержащей продукции продавец данного киоска может быть привлечен к ответственности.

Киоскра спирт сутнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34443.html

Вӑл тем хушӑра конвейера йӗркене кӗртрӗ, транспортер линийӗ каллех пӗр тикӗссӗн шума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Участока йӗркене кӗртес ӗҫе хӗрачасем вӑрӑма тӑсас мар терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫ вырӑнне йӗркене кӗртмесӗр смена йышӑнмалла мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эс ҫак станока йӗркене кӗртес тесе мӗн те пулин турӑн-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗнле калаҫҫӗ-ха, ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать, теҫҫӗ-и, эсир йӗркене кӗртӗр участока, коллективпа пӗр чӗлхе тупӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пурне те йӗркене кӗртсе пӗтерсен, хӗрсем клеткӑри чӗпӗсене, ятарласа тунӑ сеткӑллӑ наҫилккасем ҫине шутласа ярса, ҫеремлӗхе илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хальхи ӗҫ-пуҫа йӗркене кӗртме ӑнӑҫлӑ эрне.

Этот период благоприятен для того, чтобы исправить текущее положение дел.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Оптимизм, вӑй шанни, йӗркене пӑхӑнма пӗлни сире кирек мӗнле лару-тӑруран та тухма пулӑшӗҫ.

Ваш оптимизм и вера в свои силы, умение следовать установленным правилам помогут найти выход из любых ситуаций.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех