Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
йӗпе (тĕпĕ: йӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулахай алли Тимушӑн — тӑм ӑшӗнче, сылтӑмми — тӑм ҫинче (сылтӑм аллинче — йӗпе пусма татӑкӗ).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йӗпе урисемпе йӗрлемен вырӑн та хӑвармарӗ, урай сармисемпе тӑлланса, кӑшт ҫеҫ чикеленсе каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йӗпе кӗпе ҫинченех-и?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ аллинчи йӗпе мунчала урайне ҫат! ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Чӗре… — пӑшӑлтатрӗ Сидоркин, йӗпе тӑпра ҫинче хутланса лараканскер.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунта терӗҫ, — пирӗн ҫинелле хӑяккӑнрах пӑхрӗ хӗрарӑм, путӑк пит ҫӑмартийӗсене хупласа тӑракан вӑрӑм йӗпе ҫӳҫӗпе ҫӑм кӗпи тӗслӗ калпакне пӳрни вӗҫӗпе тӗрткелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Юрать-ха, тӳрех татӑклӑ каларӗҫ. Кӗрхи ҫанталӑкра ҫич-сакӑр сехет хушши йӗпе ҫилпе касӑлма сӗре ухмахсем мар-ха. Стройкӑра тертленмесен те хырӑма панк! тӑрантма пулать ку чухне», тесе, ҫӑвар тулли кулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ним тума та пултараймасӑр ҫунаттисене усса ларакан йӗпе ҫерҫисем…

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— А манӑн — йӗпе ҫерҫисем.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пит-куҫа йӗпе сывлӑш йӗпхӳ пек кӑтӑклать, ӳт-пӗве шалтан шӑнтса ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тоня йӗкӗт ҫамки ҫине йӗпе пусма татӑкӗ хурать, Тамара ун ҫийӗнчи курткӑн хулпуҫҫи тӗлӗнчен ҫурӑлса кайнӑ ҫаннине ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кудряшов йӗпе тӑм ӑшне путса кӗнӗ хӑма татӑкӗсене лӑчӑрт-лӑчӑрт хуската-хуската уткаласа ҫӳрет, бригадира итленӗ май ун ҫине пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӗпе ҫил урана тӑллать, кӗлеткене пӗкӗ пек авать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Этем тени пӗр-пӗринчен уйрӑлсан та хӑвӑртрах тӗлпулассишӗнех уйрӑлать пуль ҫав! — йӗпе аллисене силлесе, Улюкпа Надьӑна хирӗҫ утрӗ Еньков.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Перемена вӑхӑтӗнче тепӗр иккӗшӗ юр ҫинче йӑваланса ҫапӑҫса илчӗҫ, ҫавна пула тултан йӗпе шӑлаварпа кӗчӗҫ.

Двое подрались во время перемены и извалялись в снегу, от чего их брюки стали мокрыми.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

— Мана йӗпе

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Виҫӗ юлташ темле автобуса кӗрсе ларнине Таранов асӑрхарӗ-ха, анчах тем самантра тавралӑх уншӑн нӳхреп пекех тӗттӗмленчӗ, кӗҫех вӑл ахлата-ахлата пылчӑклӑ йӗпе тротуар ҫине лӗнчӗр кукленсе ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урам урлӑ каҫсан йӗпе тротуар ҫинче ӑнсӑртран шуҫса ӳкес мар тесе анаталла Таранов васкамасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗпе ҫине сапа тенӗ пек, инкекӗ те хӑраххӑн килмест теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Аренда тенӗрен акӑ мӗн тата: те хӑш-пӗр йӗпе сӑмсасене илӗртессишӗн, те пуҫлӑхсем умӗнче ырӑ ятлӑ пулас ӗмӗтпе Аксанов колхозра арендатор хуҫалӑхӗ йӗркелетӗп тесе районӑн-Шупашкарӑн ҫӳрет тет.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех