Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнӗ сăмах пирĕн базăра пур.
йӗнӗ (тĕпĕ: йӗнӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Израилӗн ҫар урапийӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе йӗнӗ.

Колесница Израиля и конница его! — и плакал над ним.

4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Унӑн ӳтне вӑл хӑйӗн тупӑклӑхне хунӑ, уншӑн хурланса йӗнӗ: мӗн тӑвӑн, тӑванӑм! тенӗ.

30. И положил тело его в своей гробнице и плакал по нем: увы, брат мой!

3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Патша аптӑраса-пӑшӑрханса ӳкнӗ, хапха тӑрринчи пӳлӗмнелле утса кайнӑ, куҫҫульпе макӑрса пынӑ, ҫапла каласа йӗнӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм!

33. И смутился царь, и пошел в горницу над воротами, и плакал, и когда шел, говорил так: сын мой Авессалом!

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Турӑ Ҫуртне кайса килмессерен, кашни ҫулах, ҫапла пулнӑ: лешӗ хурлантарнӑ, ку вара йӗнӗ [те ӳпкелешнӗ], апат та ҫимен.

7. Так бывало каждый год, когда ходила она в дом Господень; та огорчала ее, а эта плакала [и сетовала] и не ела.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ, 3. каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.

2. И пришел народ в дом Божий, и сидели там до вечера пред Богом, и подняли громкий вопль, и сильно плакали, 3. и сказали: Господи, Боже Израилев! для чего случилось это в Израиле, что не стало теперь у Израиля одного колена?

Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каҫчен Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗнӗ, ыйтнӑ Ҫӳлхуҫаран: Вениамин ывӑлӗсемпе, тӑванӑм ывӑлӗсемпе, манӑн татах ҫапӑҫӑва кӗмелле-ши? тенӗ.

23. И пошли сыны Израилевы, и плакали пред Господом до вечера, и вопрошали Господа: вступать ли мне еще в сражение с сынами Вениамина, брата моего?

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрӗ, хӑйӗн хӗр-тусӗсемпе пӗрле ту ҫине кайса, хӑйӗн хӗрлӗхӗшӗн хурланса йӗнӗ.

Она пошла с подругами своими и оплакивала девство свое в горах.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх Аарон вилнине ӑнланса илнӗ, вӑл вилнӗшӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ вӑтӑр кун хурланса йӗнӗ.

29. И увидело все общество, что Аарон умер, и оплакивал Аарона весь дом Израилев тридцать дней.

Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вара пӗтӗм халӑх уласа йӗре пуҫланӑ, ҫав каҫ халӑх [ҫӗрӗпех] йӗнӗ; 2. Израиль ывӑлӗсем пурте Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ, пӗтӗм халӑх вӗсене каланӑ: ах, эпир Египет ҫӗрӗнчех вилнӗ пулсанччӗ е ҫак пушхиртех пӗтнӗ пулсанччӗ! 3. ҫак ҫӗре пире Ҫӳлхуҫа мӗншӗн илсе каять-ши? пире хӗҫпе вӗлерттерсе пӗтерме-ши? пирӗн арӑмӑрсемпе ачамӑрсем тӑшман тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ; каялла Египета таврӑнсассӑн пире авантарах пулмӗччӗ-ши? тенӗ.

1. И подняло все общество вопль, и плакал народ во [всю] ту ночь; 2. и роптали на Моисея и Аарона все сыны Израилевы, и все общество сказало им: о, если бы мы умерли в земле Египетской, или умерли бы в пустыне сей! 3. и для чего Господь ведет нас в землю сию, чтобы мы пали от меча? жены наши и дети наши достанутся в добычу врагам; не лучше ли нам возвратиться в Египет?

Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫӗрле фараон хӑй те, унӑн пур чури те, пӗтӗм Египет та вӑраннӑ; [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн кашни ҫуртра виле выртнӑ.

30. И встал фараон ночью сам и все рабы его и весь Египет; и сделался великий вопль [во всей земле] Египетской, ибо не было дома, где не было бы мертвеца.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Йывӑр ӗҫе тӳсеймесӗр Израиль ывӑлӗсем йынӑшнӑ, ахлатса йӗнӗ, вӗсем йӗни Турӑ патне ҫитнӗ.

И стенали сыны Израилевы от работы и вопияли, и вопль их от работы восшел к Богу.

Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсем Иордан хӗрринчи Горен-гаатад патне ҫитнӗ те ҫавӑнта питӗ хытӑ макӑрнӑ, темӗн тӗрлӗ йӗнӗ; Иосиф ашшӗшӗн унта ҫичӗ кун хушши хӳхленӗ.

10. И дошли они до Горен-гаатада при Иордане и плакали там плачем великим и весьма сильным; и сделал Иосиф плач по отце своем семь дней.

Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иосиф хӑйӗн ашшӗ ҫине ӳксе ӑна чуптӑва-чуптӑва йӗнӗ.

1. Иосиф пал на лице отца своего, и плакал над ним, и целовал его.

Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ.

29. Иосиф запряг колесницу свою и выехал навстречу Израилю, отцу своему, в Гесем, и, увидев его, пал на шею его, и долго плакал на шее его.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл хӑйӗн пур тӑванне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ.

15. И целовал всех братьев своих и плакал, обнимая их.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӑл Вениамина, хӑйӗн шӑллӗне, мӑйӗнчен ыталаса илсе йӗрсе янӑ; Вениамин та унӑн мӑйӗнчен уртӑнса йӗнӗ.

14. И пал он на шею Вениамину, брату своему, и плакал; и Вениамин плакал на шее его.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Иосиф васкаса тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑллӗне юратнипе унӑн чун-чӗри вутла хыпса илнӗ, вӑл йӗрсе яма хатӗр пулнӑ; вӑл, шалти пӳлӗмне кӗрсе, ҫавӑнта йӗнӗ.

30. И поспешно удалился Иосиф, потому что воскипела любовь к брату его, и он готов был заплакать, и вошел он во внутреннюю комнату и плакал там.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ.

Так оплакивал его отец его.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Исав ӑна хирӗҫ чупса пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртанӑ, чуптунӑ, [иккӗшӗ те] йӗнӗ.

4. И побежал Исав к нему навстречу и обнял его, и пал на шею его и целовал его, и плакали [оба].

Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; 17. Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; 18. тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ.

И она села [поодаль] против [него], и подняла вопль, и плакала; 17. и услышал Бог голос отрока [оттуда, где он был]; и Ангел Божий с неба воззвал к Агари и сказал ей: что с тобою, Агарь? не бойся; Бог услышал голос отрока оттуда, где он находится; 18. встань, подними отрока и возьми его за руку, ибо Я произведу от него великий народ.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех