Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнерӗсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казаксем кӑвайт тавра ут йӗнерӗсем ҫине ларнӑ та тарпа тата нӳрӗпе касӑлса шӑршланнӑ пир тӑласене типӗтеҫҫӗ.

Казаки сидели на седлах вокруг огня, сушили взвонявшиеся от пота и сырости портянки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Яков Лукич шӑрпӑк ҫутрӗ, сухаллӑ ҫын аллинче офицер йӗнерӗсем икӗ йӗнер асӑрхарӗ, хулпуҫҫи ҫине вӗсем кӗмӗлпе чӗнтӗрленӗ йӗвенсем ҫакнӑ, теприн хулпуҫҫи ҫинче ҫӑмламас хура буркӑпа чӗркенӗ вӑрӑм та кӳтрем ҫыхӑ пур.

Яков Лукич зажег спичку, увидел на руках у бородатого два офицерских седла, перекинутые через плечо уздечки с серебряным набором; второй держал на плече какой-то сверток, длинный и бесформенный, завернутый в черную лохматую бурку.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Салтакӗсем ӳсӗр пулнӑ; йӗнерӗсем ҫинче тайӑлкаласа, вӗсем ухмахла кулкаланӑ; хушӑран, ӳркенкеленӗ пекле, ҫынсене пуҫсемпе хулпуҫҫисенчен ҫапа-ҫапа илнӗ.

Солдаты были пьяны, они бессмысленно улыбались, качаясь в сёдлах, иногда, как бы нехотя, били нагайками по головам и плечам.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех