Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнерленипех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фомин эскадрона хураллама ҫынсем уйӑрттарчӗ, ытти боецсене, хваттерсем тӑрӑх саланса, лашисене йӗнерленипех канса илме хушрӗ.

Фомин приказал выставить сторожевое охранение, остальным бойцам расположиться по квартирам, но лошадей не расседлывать.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Базкинчи больница карти патне капланса тулнӑ кӳмесем хушшипе вӑл аран лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑткаласа тухрӗ, йӗнерленипех темле урапа ӳречинчен кӑкарчӗ те, ҫӑварлӑхне кӑларса, кӳмесем патне паллакан ҫынсене шырама кайрӗ.

С трудом провел он коня в поводу мимо повозок, сплошняком сбитых к изгороди базковской больницы, не расседлывая, привязал к грядушке чьей-то арбы, разнуздал, а сам пошел между повозками искать знакомых.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Учӗ картишӗнче йӗнерленипех тӑрать.

Конь его стоял нерасседланный.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Томилин, Степана хӗрхеннӗ пек пулса, хӑйӗн йӗм пӗҫҫийӗ тӑрӑх аллипе шартлаттарчӗ те, йӗнерленипех тӑракан учӗ патне утрӗ.

Томилин сожалеюще хлопнул себя по штанине и ушел к нерасседланному коню.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яков Лукич Половцевӑн йӗнерленипех пӗр вырӑнта тӑрса тунсӑхласа ҫитнӗ лаши кантӑк умӗнчен савӑнӑҫлӑн, тӑпӑртатса ташласа, чӗрнисене типпӗн чанклаттарса ыткӑнса иртсе кайнине кӑна илтсе юлчӗ.

Яков Лукич слышал, как мимо окон весело, с переплясом, с сухим чокотом копыт прошел-протанцевал под седлом застоявшийся половцевский конь.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Лашан хырӑмсалӑхне пушатрӑм эпӗ, халлӗхе ан тив, йӗнерленипех тӑтӑр-ха, кӑшт сивӗнсен хывса хурӑп, — терӗ те кил хуҫи, тӑрӑшсах лаша ҫине сивӗ ҫапнӑ аҫам витсе ячӗ.

— Подпруги я ему отпустил, нехай постоит оседланный, а трошки охолонет — тогда расседлаю, — говорил хозяин, заботливо накидывая на коня нахолодавшую попонку.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех