Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗм сăмах пирĕн базăра пур.
йӗм (тĕпĕ: йӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗреслӗх йӗм тӗпӗнче.

— Где, где… В заднице, вот где! — вспылил Яндул.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыйхӑ чӑптин ҫӑпати кантрине салтса ун ик урине пӗр ҫӗре ҫыхни унта е ун йӗм ҫӑрхине вӗҫертсе янисем.

А над уснувшими проделывают довольно злые шутки: возьмут и свяжут оборки лаптей с обеих ног или еще смешней — расстегнут поясной ремешок,

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӗм кесйинче тем пулсан ҫех…»

Ладно, если в кармане штанов что-нибудь есть…»

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл мӑшӑлтата-мӑшӑлтата хӑй умӗнчи купаран темиҫе саплӑклӑ йывӑр пир йӗм шыраса тупрӗ, хулӑм пир кӗпе илчӗ.

Пошвырявшись в куче тряпья, он извлек из нее латаные-перелатаные тяжелые штаны и рубаху из грубого холста.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр хут шур йӗм витӗр ырхан пӗҫҫисем палӑраҫҫӗ.

Сквозь одинарные белые шаровары выпирают костлявые колени.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мухтав пӳлӗхҫе, ӑсти хамӑр ялтах», — илтӗнет чӗркуҫҫи таран усӑнса аннӑ йӗм тӗпӗсене силлесе килӗсене саланакан мучисем хушшинче.

Слава богу, мастер-то в своей деревне…» — утешают себя дребезжащими голосами древние старцы, мелко перебирая негнущимися ногами и болтая мотней у самых колен.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑтрекен аллисемпе старик ҫӑм шлепкине сулахай хул хушшине хӗстерет те йӗм кӗсйинчен пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа туртса кӑларать.

Зажав под мышкой замусоленную шляпу, он дрожащей рукой выгреб из кармана рубль серебром.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер йӗм кӗсйинчен чул муклашки кӑларса пӑрахрӗ.

А Мульдиер размахнулся и выбросил из кармана увесистый камень.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫине Савтепи ашшӗ чӑкӑт пек шурӑ кӗпе, шурӑ йӗм тӑхӑннӑ.

Одет он во все белое — старания Савдеби: белая, словно творог, рубаха, такие же шаровары.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якур шӑллӗ Хӗлип, — Ухтиванпа тантӑш ача, — лупас айӗнче чӑпта ҫыхса таратчӗ, Ухтивана курчӗ те ӗҫне пӑрахса аллисене йӗм ҫумне сӑтӑрса илчӗ.

Брат Ягура — Хелип, ровесник Ухтивана, плел рогожные кули в сарае, увидев Ухтивана, он оставил свое занятие, отряхнул руки о шаровары и почти шепотом предложил:

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чухӑннисем ҫинче лапрашка пир кӗпе, ҫӑлкӑш пир йӗм те курӑнкалать.

А на бедняках рубахи и шаровары и вовсе дерюжные да из отходов.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗркуҫҫи тӗлӗнчи пӗҫҫисем малалла тухса тӑракан тӑвӑр йӗм тӑхӑннӑ лутра Мултиер арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:

Приземистый Мултиер, в узких штанах, вытянутых в коленях, повернулся к жене:

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫийӗнче темиҫе хут ҫуса ҫемҫетнӗ шур пир кӗпе, лапрашки йӗм.

Одет он в стираную-перестиранную белого холста рубаху, дерюжные штаны.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗлле те ун ҫинче ҫуталса кайнӑ кӗске кӗрӗк, ҫӗр те пӗр саплӑклӑ улача йӗм, сӑранланса ларнӑ кӗпе.

Зимой на нем колом стояла лоснящаяся от грязи и времени куцая шубейка.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӗм кӗсйинчен пӗр ывӑҫах мар пулсан та, самаях пӑхӑр укҫа туртса кӑларать:

— Он выхватил из кармана горсть монет и злорадно ухмыльнулся.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫ умне салтак обмоткипе тӗркесе ҫыхнӑ ҫӗтӗк ваткӑллӑ йӗм тухса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав пӗр старик, тӗрленӗ кӗпепе кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, тарпа шӳнӗ ҫӑм шлепкине тусан ҫине ҫӗклесе ҫапнӑ та пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑпӑлтарать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шур йӗм чылаях вараланни миравая кӑна мар, залра ларакансене те лайӑх курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗпе-йӗм тавраш Ухтеркке ролӗ валли нумаях шырама тивмерӗ: кивӗ кӗпе тата килти пиртен ҫӗлене шурӑ йӗм, ҫичӗ пушӑт ҫӑпати, пир тӑла тата ҫӗтӗк сӑхман — ҫапла тумланчӗ Павӑл Эльгеев, Ухтеркке пек пулас тесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑп пӗҫ хушшинех — йӗм тӗпне! — тутӑр ҫыххине хыпашласа тупнипе савӑнса, чунтан кӑшкӑрчӗ Маша аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех