Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑшӑл сăмах пирĕн базăра пур.
йӑшӑл (тĕпĕ: йӑшӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗнсех каймалла: паҫӑрхи темле вӗҫен кайӑк та ҫаплипех, йӑшӑл та хускалмасӑр, тӗлӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Анчах та лешӗ йӑшӑл та хускалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Кӗнекере ҫапла ҫырни те асран тухман: «Удавсем сунар кайӑкне, вӑл тем пысӑкӑш пулин те, пӗтӗм кӳлепипе, пайламасӑр, чӑмӑрла хальлӗнех ҫӑтса яраҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсем хускалаймаҫҫӗ, варӗнчи апата ирӗлтернӗ май ултӑ уйӑх йӑшӑл та тумасӑр ҫывӑраҫҫӗ».

В книге говорилось: «Удав заглатывает свою жертву целиком, не жуя. После этого он уже не может шевельнуться и спит полгода подряд, пока не переварит пищу».

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӑштах та пулин, йӑшӑл туса хускалма та хал ҫитмен пек сисӗнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл сасартӑк ҫак вӑхӑтра хӑй варӗнче йӑшӑл тунине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, арӑмӗ пырса кӗрсен те, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, йӑшӑл та хускалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Куҫне те мӑчлаттарман, йӑшӑл та тапранман арҫын ачан кӗпи ҫанни ҫине хӑрамасӑрах хӗрлӗ, кӑвак та куҫлӑ-куҫлӑ тӗрӗллӗ лӗпӗш пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Арҫын ачан аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче туйсан, Эльвира куҫне уҫса пӑхрӗ те, йӑшӑл та тапранмасӑр, каллех хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӑрнаккай этемсем пахчана килсе кӗнӗ хыҫҫӑн ларчӗ те вӑл ҫакӑнта, унтанпа йӑшӑл та хускалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Вӑл та ҫамкине картлантарчӗ, сарӑ, хӗрлӗ куҫ харшийӗсене те, ҫӳҫне те йӑшӑл хускатрӗ ҫӳлелле.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мечӗк хӑвалакансене сӑнаса, Пруткин е сывлӑшсӑр пулнӑ пек йӑшӑл хускалмасӑр ларать, е сиксе илет, унталла-кунталла йӑлт-ялт! пӑхкалать, алӑ ҫупса ярать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ял халӑхӗ ӑна йӑшӑл хускалмарӑр итлесе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗр кӗтесре йӑшӑл та хускалмасӑр ларать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Янтулӑн ҫӳҫӗ йӑшӑл! хускалчӗ, чунӗ сӳ! турӗ.

У Яндула невольно зашевелились на голове волосы, а сердце будто перестало биться.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫне чикрӗ те вӑл кашта ҫине ларнӑ чӑх пекех, йӑшӑл та тумасть.

Опустив голову, он долго сидел, словно сонная курица на насесте.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сивӗ ҫумӑр айӗнче шапарса ларнӑ автан пек шӗвӗрӗлсе, начарланса кайнӑскер, вӑл урапа пуҫне хутланса выртнӑ та йӑшӑл та тумасть.

Нахохлившись как петух, исхудавший, Яриле забился в передок телеги и не шевелился.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавӑнтах тата чӗре тунсӑхлӑн йӑшӑл! турӗ те хытӑраххӑн тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑш пуҫра йӑшӑл турӗ кӑна, самантрах чун, юлашки вӑхӑтра пусахласа пурӑннӑ йывӑрлӑхран ҫӑлӑнӑҫ тупнӑ пек, лӑшах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курӑк йӑшӑл хӑпарнӑ ӗнтӗ, кӗтӳ ҫӳремелӗх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аманнӑ ҫын йӑшӑл та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех