Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтайми (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вова, имшер хулпуҫҫийӗсем ҫинчен хай йӑтайми чул купташкине пӑрахнӑн ҫӑмӑлланса, Скорпион каллех хӑй патне таврӑнасран шикленсе урӑх еннелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр вӗтӗртеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ма суйса ҫӗр йӑтайми намӑса кӗтӗн?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Маншӑн пулсан ку — ҫӗр йӑтайми мӑшкӑл!

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах ҫӗр йӑтайми хуйхи те, вӑрҫи те пулнӑ, пур та иккен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йӑтайми ҫӑк пусарса антарнӑ пек, ҫенӗк пусми ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним айӑпсӑр ҫынсен пурнӑҫне татса хӑвӑр ҫине ҫӗр йӑтайми ҫылӑх илессинчен те сыхланатӑр!

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Вара пурте пӗрле пухӑнса юман сӗтел хушшине лараҫҫӗ, сӗтел ҫине ҫитӗпе витнӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ сӗтел йӑтайми хурса тултарнӑ, пыл та сӑра нумай; ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, уҫӑлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатаҫҫӗ.

Тогда сели все они за столы дубовые, за скатерти браные за яства сахарные, за пития медвяные; стали есть, пить, прохлаждатися, ласковыми речами утешатися.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

О, ҫӗр йӑтайми ӑссӑрлӑх!

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йывӑҫсем ҫинче — йӑтайми пан улми.

Куҫарса пулӑш

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Тен, пуҫ ҫине пуҫ йӑтайми хурлӑх йӑтӑнса анман-тӑк, пӗр кунта, тӑнч пурӑнманнӑн,(иккӗшӗ те — ашшӗ те, амӑшӗ те — сарӑмсӑр тӑрӑнса вилмен-тӗк, хӗр нуши-асапӗ ҫумне виҫҫӗн тан — виҫӗ шӑллӗ — тиенсе хӳтӗ кӗтсе пӑчӑртанман-тӑк, тен… телейлех ҫаврӑнса тухатчӗ Елькка шӑпи?

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эп ҫӗр йӑтайми айӑплӑ сан умӑнта.

Крепко я виноват перед тобой.

Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Пӗр карчӑк пирӗн хӑй йӑтайми корзинка пухнӑ.

Одна старушка у нас раз набрала такую корзину, что и поднять не могла.

IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

— Тен, кайсах килес, ывӑлӑм? — Ывӑлӗ ҫине пуҫне каҫӑртса пӑхрӗ вӑл, куҫӗсенче хӑйӗн ҫӗр йӑтайми хуйхӑ, йӑлӑну, шанчӑк, ӗмӗт татӑлни.

Мать вытерла слезы, — Может, схожу, сынок? — Посмотрела снизу на сына, и из глаз прямо плеснулось горе, и мольба, и надежда, и отчаяние.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех