Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпӑлтатаҫҫӗ (тĕпĕ: йӑпӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аслӑ князь, — терӗ вӑл, — тӑшмансем сан умӑнта йӑпӑлтатаҫҫӗ пулӗ, эпир вара, сан тусусем, чӑн сӑмаха ылтӑнран та хакла хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак вӗсем ашшӗне чуп тӑваҫҫӗ, юратаҫҫӗ, тӗрлӗ япшар сӑмахпа ун кӑмӑлне тупасшӑн, аслӑ хӗрӗсем кӗҫӗннинчен те хытӑрах йӑпӑлтатаҫҫӗ.

Почали они отца целовать, миловать и разными ласковыми именами называть, и две старшие сестры лебезят пуще меньшей сестры.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Йыттисем йӑпӑлтатаҫҫӗ.

Собаки ласкались к хозяйке.

Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп: йӑпӑлтатса, ӑна пӑхӑннӑ пек кӑтартса, пуҫ пулса тӑма йӑпӑлтатаҫҫӗ.

Но я слишком хорошо знаю: льстят затем, чтобы господствовать под видом покорности.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, манпа Валькӑсӑр пуҫне, ыттисем пурте ӑна йӑпӑлтатаҫҫӗ, пуринчен ытла Ромашка ӗнтӗ.

Но все, кроме меня и Вальки, подлизываются к нему, в особенности Ромашка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Куҫран йӑпӑлтатаҫҫӗ, ҫурӑм хыҫӗнчех шухӑшӗсене 360 градус таран ҫавӑрттарса хураҫҫӗ...

- В глаза льстят, а за спиной свое мнение поворачивают на 360 градусов...

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

16. Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсене яланах темӗскер ҫитмест, вӗсем ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн кайса Турра хисеплемесӗр, йӗркерен тухса пурӑнаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ вара мӑнаҫлӑн калаҫать; пайташӑн тӑрӑшса ҫынна йӑпӑлтатаҫҫӗ.

16. Это ропотники, ничем не довольные, поступающие по своим похотям (нечестиво и беззаконно); уста их произносят надутые слова; они оказывают лицеприятие для корысти.

Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ӑссӑрри ҫапла калать: «манӑн тус ҫук, ырӑ ӗҫӗмсемшӗн тав тӑвакан та ҫук. Ман ҫӑкӑра ҫиекенсем чӗлхипе ҫеҫ йӑпӑлтатаҫҫӗ».

16. Глупый говорит: «нет у меня друга, и нет благодарности за мои благодеяния. Съедающие хлеб мой льстивы языком».

Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Эсӗ мана халӑх пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ турӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса, чӗтресе тӑраҫҫӗ.

44. Ты избавил меня от мятежа народа, поставил меня главою иноплеменников; народ, которого я не знал, служит мне; 45. по одному слуху о мне повинуются мне; иноплеменники ласкательствуют предо мною; 46. иноплеменники бледнеют и трепещут в укреплениях своих.

Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пурте пӗр-пӗрне улталаса калаҫаҫҫӗ; чӗринче урӑх шухӑш тытса, чӗлхи-ҫӑварӗпе йӑпӑлтатаҫҫӗ.

3. Ложь говорит каждый своему ближнему; уста льстивы, говорят от сердца притворного.

Пс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ.

44. Ты избавил меня от мятежа народа моего; Ты сохранил меня, чтоб быть мне главою над иноплеменниками; народ, которого я не знал, служит мне; 45. иноплеменники ласкательствуют предо мною; по слуху обо мне повинуются мне; 46. иноплеменники бледнеют и трепещут в укреплениях своих.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех