Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлӑна (тĕпĕ: йӑлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан васка, тата пӑртак ҫеҫ! — йӑлӑна пуҫларӗ Игорь, — Пӗлетӗп эп, кам вырӑнне хуратӑн эс мана…

Не уходи, еще одну только минуточку! — взмолился Игорь, — Я знаю, ты кем меня считаешь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тем пек асапланчӗ вӑл, ахлатрӗ, ыратни кӑшт тамалсанах Григорий Александровича: мана ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эсӗ ҫывӑрма кай, тесе йӑлӑна пуҫларӗ, ун аллине чуп турӗ, хӑй аллинчен кӑлармарӗ ӑна.

Она ужасно мучилась, стонала, и только что боль начинала утихать, она старалась уверить Григория Александровича, что ей лучше, уговаривала его идти спать, целовала его руку, не выпускала ее из своих.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

17. Вӗсем вара Иисуса хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ.

17. И начали просить Его, чтобы отошел от пределов их.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Иудейсем, кӑмӑлӗ туртнӑ пек, хулана хӑйсен аллине илнине курсассӑн, хула ҫыннисем, хавшаса ӳксе, патшана йӑлӑна пуҫланӑ: 50. «каҫарсам пире, иудейсем пире те, хулана та тапӑнма чарӑнччӑр» тенӗ.

49. И увидели граждане, что Иудеи овладели городом, как хотели, и упали духом, и начали взывать к царю, умоляя и говоря: 50. прости нас, и пусть Иудеи перестанут нападать на нас и на город.

1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех