Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗрлӗ курӑксенчен тунӑ чаплӑ риза тӑхӑннӑ хура ҫӗре пуҫҫапса, кукамай мана ак ҫакӑн ҫинчен каласа парать: пӗрре турӑ ҫынсем ҫине ҫиленнипе ҫӗр ҫине пӗтӗмпех шыв илтерсе лартнӑ, чӗрчунсене йӑлтах шыва путарнӑ тет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӑлтах инкек килсе ҫитрӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав пуянлӑх йӑлтах Шувалов граф аллинче тӑнӑччӗ, ӑна лайӑх хуралламастчӗҫ; Кунавинти мещенсем ҫав вӑрмана хӑйсен вӑрманӗ пекех шутлатчӗҫ, ҫӗрте выртакан вут-шанка пуҫтаратчӗҫ, хӑрӑксене касатчӗҫ, май килсен тата чӗрӗ йывӑҫне касса ӳкерме те именместчӗҫ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Уншӑн йӑлтах эсӗ айӑплӑ, юратса пӑрахнӑ вӗсем сана, ҫавӑнпа ҫапӑҫаҫҫӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр чухне тата, чушкӑлла вылянӑ чух йӑлтах намӑс курса чуркӑна выляса ярсан, Кострома бакалей лавки патӗнчи сӗлӗ ларӗ хыҫне пытанчӗ, унта кукленсе ларчӗ те, ним сассӑр макӑрса ячӗ, — ҫавӑнтан хӑрамалла пекех пулчӗ: вӑл шӑлӗсене хытӑ ҫыртса лартнӑччӗ, пит ҫӑмартинчи шӑммисем тухса кайнӑччӗ, шӑмӑллӑ пичӗ чулланса хытса кайнӑ пек туйӑнатчӗ, хура, салху куҫӗсенчен шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анатчӗҫ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Куртӑн-и, Людмила, эпӗ епле пилӗк чушкине те йӑлтах карта ӑшӗнчен сирпӗнтерсе кӑлартӑм? — теттӗмӗр.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Йӑлтах ют ҫынсене парса пӗтерем!
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫипе кукамай тата ытти ҫынсем те яланах: «Больницӑра ҫынсене вӗлереҫҫӗ», тесе калатчӗҫ, — ҫавӑнта та эпӗ: «Ман пурӑнасси йӑлтах пӗтсе ларчӗ ӗнтӗ», тесе шутларӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ятлаҫать, хӑратать: унӑн сӑмаххисем мана ҫилентерсе ячӗҫ, эпӗ хайхи шӑтӑк патне пытӑм та, кирпӗчӗсене кӑлартӑм, тупӑкпа ҫерҫи виллине хӳме урлӑ урамалла вӑрхӑнтартӑм, шӑтӑк ӑшӗнче мӗн пуррине йӑлтах чавса салатса тӑкрӑм та, урапа таптаса пӗтертӗм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Виҫҫӗшӗ те магазин тӑрӑх усламсем пекех кускалаҫҫӗ; шкап кантӑкӗсем ҫинче вӗсен мӗлкисем вӗл-вӗл курӑнкаласа илеҫҫӗ, йӗри-тавра йӑлтах вут хыпса илнӗ пек, пурте ирӗлсе ак халех урӑхла майлӑ улшӑнса каяс пек туйӑнса тӑрать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Йӗрки вӑл йӗрке халлӗн, анчах пурнӑҫ — йӑлтах урӑх япала! — терӗ те вӑл, пукан ҫинчен тӑчӗ.Правила правилами, а жизнь совсем другое дело! — закончил он и встал.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Паромсемпе кимӗсене йӑлтах путарнӑ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йӑлтах сӳсленсе кайран эсӗ, мучи.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Эпӗ йӑлтах манса кайнӑ-ҫке.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Эсир ҫапӑҫма мар, ирӗкрен йӑлтах тухрӑр, дисциплинӑна пӑсатӑр, хӑвӑршӑн кӑна тӑрӑшатӑр, нимӗн тума аптраса ӳкетӗр.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Упшурсемпе эгоистсем те йӑлтах улшӑнчӗҫ: выҫӑпа антӑхни ҫинчен шарлами пулчӗҫ, пӗр пек валеҫместӗр тесе, хуҫалӑха тытса пыракансемпе ятлаҫмаҫҫӗ; сӑрталла улӑхнӑ чух пулеметчиксем хӑйсен пулемечӗсене йӑтса улӑхтарасшӑн шавламаҫҫӗ; вӗсен помощникӗсем патронсене пӗр хирӗҫмесӗр, шарламасӑр та тӳсӗмлӗн йӑтса пыраҫҫӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Килкартинче йӑлтах урӑхла.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чӑннипе калас пулсан, хулари пуян ҫынсем пурте, мӗнле те пулин ҫӗнӗ ӗҫ пуҫлакансем йӑлтах, мана полажайник пулма чӗннӗ.У себя в городе я заходил ко всем хозяевам, ко всем, кто собирался завести свое дело.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вунӑ ҫынна яхӑн уйрӑлса, ун хыҫҫӑн хӑвалӑхра, авӑрсенче, арман пӗвисенче паромсемпе пысӑк кимӗсем шырама кайрӗҫ; нимӗҫсен приказне хресченсем йӑлтах пӑхӑнас ҫуккине, кимӗсемпе паромсене пӗтӗмпех путарса пӗтерменнине шанса тӑраҫҫӗ вӗсем, мӗншӗн тесен пуҫ пӗтмелле пулас пулсан та, приказран яланах пӑрӑнасси хресченӗн юнне кӗрсе вырнаҫнӑ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах халь уншӑн пурпӗрех ӗнтӗ, вӑл мӗн тума май пуррине йӑлтах турӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.