Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑваран (тĕпĕ: йӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прошка пысӑк пушмакӗпе, шалпар сӑхманӗпе, уйрӑмах ашшӗн ҫӑмран пустарнӑ ҫурӑк шлепкине тӑхӑнса ярсан, аппӑшӗ ҫумӗнче йӑваран тухса ӳкнӗ ҫерҫи пек туйӑннӑ.

Рядом с сестрой Прошка в своих больших котах и разъезжавшемся кафтанишке походил на выпавшего из гнезда воробья, особенно когда нахлобучивал на голову отцовскую войлочную шляпу с оторванным полем.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Шӑллӗсем, ӳсен-пӗри, тӗкленчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ, тӑван йӑваран вӗҫе-вӗҫе тухса кайса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӗсене пурне те пӗр йӑваран кӑларса янӑ вӗт.

— Да, все они выпущены из одного гнезда.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Громада юлашки ҫулсенче тӗл пулнӑ тӑшмансем пурте тенӗ пекех пӗр йӑваран тухнӑ.

Почти все нарушители, с какими Громаде пришлось иметь дело в последние годы, выползали из одного гнезда.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Ҫак йӑваран епле ҫӑлӑнса тухӑпӑр эпир, Уча? — ыйтрӗ вӑл, пӗр минут пек чӗнмен хыҫҫӑн.

 — Уча, ну что же ты думаешь, как мы выберемся из этой западни? — спросил он после небольшой паузы.

1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах та тӳсӗмлӗ пулнӑ, вӑхӑт ҫитиччен чӑхха йӑваран антарса яман, кашни чӗппинех чӑх айӗнче типме панӑ, унтан тин ӑна ерипен илсе ӑшӑ та типтерлӗ ещӗке хунӑ.

Но не позволил нетерпению одолеть себя — не снимал наседку раньше времени, давал каждому цыпленку обсохнуть под курицей и только после этого осторожно вынимал его и помещал в теплый, уютный ящик.

16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Чунӗ ҫине чӑлахах пусман Иван Гавриловичӑнне, чухлама кирлӗ: аслисем, виҫҫӗшӗ, пӗрре йӑваран вӗҫсе тухса кайнӑскерсем, тепре ҫаврӑнса килмеҫҫех-тӗр ашшӗ килне?

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗпӗ-йӗрӗпех калас-тӑк тата — унтан, ҫав йӑваран, Маринка хай те ниҫта тухмӗ.

А если уж до конца — и сама Маринка из этого дома никуда не пойдет.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Йӑла ҫавӑн пек ӗнтӗ: вӑхӑт ҫитсен хӑйсен ҫунат шӑммисемпе сӑмсисене ҫирӗплетсе ҫитернӗ кайӑк-кӗшӗк чӗпписем йӑваран ӗмӗрлӗхех вӗҫсе тухса каяҫҫӗ…

Так повелось: наступает момент, и, как из осеннего гнезда, навсегда вылетают птенцы, укрепившие свои перья и клювы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ами калать: «Ҫынсем курӑк ҫулаҫҫӗ, курӑкпа пӗрле ҫавана мӗн лекнине пурне те касаҫҫӗ: ҫӗлене те, карӑш йӑвине те, карӑш пуҫне те касса татаҫҫӗ. Акӑ ман чӗрем усала сисет, анчах ҫӑмартамсене илсе кайма ҫук, йӑваран вӗҫсе тухма та юрамасть — ҫӑмартасем сивӗнсе кайӗҫ», — тет.

А дергачиха сказала: «Мужики режут траву, а с травой режут все, что ни попадется: и змею, и дергачиное гнездо, и дергачиную голову. Не добро чует мое сердце; а нельзя мне ни унести яиц, ни улететь с гнезда, чтобы не остудить их».

Карӑшпа ами // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл унталла-кунталла пӑхкаларӗ те йӑвана кӗрех кайрӗ; йӑваран пуҫне кӑларса, чӗриклете пуҫларӗ.

Оглянулся, взмахнул крылышками и юркнул в гнездо; потом высунул оттуда свою головку и зачирикал.

Ҫерҫипе чӗкеҫсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йӑваран ик чӗкеҫ вӗҫсе тухса кайрӗҫ.

Обе ласточки при мне улетели.

Ҫерҫипе чӗкеҫсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Термит йӑвисенчен пӗр ҫӗр утӑмра туземецсен лагерьне, хӑйсем вырнаҫнӑ йӑваран вунӑ утӑмра туземецсен вӑрӑм киммисене — пирогасене, ун ҫинче ларакан туземец-салтаксене курса юлма ӗлкӗрчӗ Дик Сэнд.

Дик Сэнд успел разглядеть в ста шагах от поселения термитов лагерь туземцев, а в десяти шагах от конуса, на затопленной равнине, длинные пироги, в которых сидели туземные воины.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юлашки сывлӑш йӑваран пӗрхӗнсе тухать те, ун вырӑнне шыв тулать.

Остаток воздуха вырвется наружу, и вода заполнит весь конус.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫитӗнсе ҫитни те, йӑваран вӗҫсе тухмалли, сирӗн халлӗхе вӑл кӑна-ха.

Да из взрослых, кому пора из гнезда вылетать, у вас пока только она.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗмӗртен хӑнӑхнӑ ӑшӑ йӑваран уйрӑлма шел пулин те, пӗтӗм ҫемйипех хулана куҫма кӑмӑл турӗҫ.

И хотя всем было жалко до слез расставаться с обжитым гнездом, с отъездом не мешкали, всей семьей переехали в город.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Пӑх-ха, сире те йӑваран тапратрӗҫ вӗт, шуйттан фашисчӗсем! — хушса хучӗ вӑл чунтан хӗрхенсе.

— Ишь, стронули вас проклятые гитлеровцы с гнезда! — сочувственно добавил он.

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Йӑваран тартнӑ кайӑка пӗлӗтре тытма-и?

Ведь он погнался за синицей в небе.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсӗр пурте пӗр йӑваран

Все вы одного поля ягода…

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Илсе пырать ҫапла Зуля пӗр-пӗр киле вӗсен ывӑлӗнчен е хӗрӗнчен ырӑ хыпар, ҫуралнӑ йӑваран вӗҫсе тухса кайнӑскерсем, халӗ вӗсем таҫта пурӑнаҫҫӗ: те Ҫӗпӗрте, те Инҫетри хӗвелтухӑҫӗнче, те Уралта?

Когда принесешь в какой-либо дом добрую весть от сына, от дочери ли, выпорхнувших из родимого гнезда и теперь живущих Бог знает где: в Сибири, на Дальнем Востоке, на Урале?

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех