Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑвалакаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чӑнах та манчех-шим? — пӑшӑрханса шухӑшларӗ Кузнецов, шӑнма пуҫланӑ пӳрнисемпе портупея тӑхине йӑвалакаласа.

«Неужели забыл? — тревожно думал Кузнецов, в волнении теребя зябнущими пальцами портупею.

Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Лешӗ, куҫӗсене йӗрсе йӗпетнӗскер, арча ҫинче пӳрнисемпе алтутрине йӑвалакаласа ларать тата урайӗнче сапаланса выртакан ирӗклӗх хучӗн таткаланчӑкӗсем ҫине тинкерсе пӑхать.

Она сидела с заплаканными глазами на сундуке, перебирая пальцами носовой платок, и пристально смотрела на валявшиеся на полу перед ней клочки изорванной вольной.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӳрнисемпе тӑпрана хыпашлакаласа, ӑна алӑра йӑвалакаласа пӑхрӗҫ те шайларӗҫ: тырӑ начар пулать, чавма нумай вӑхӑт кирлӗ, анчах ун ӑшне чавӑнса кӗрсе ларсан, тӑшман металӗнчен хӑрамасан та юрать — тӑшманран хӳтӗлет аннемӗр, халӗ ҫапӑҫура та, ҫӑлса хӑварать.

Они прощупали пальцами землю, помяли ее в жмени, установили: родит трудно, копать долго, но, зарывшись в нее, можно не бояться вражеского металла, прикроет от врага матушка, выручит и сейчас, в бою.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пӑван картузне аллипе йӑвалакаласа тӑчӗ.

Овод мял в руках картуз.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пельгусий ҫӗлӗкне йӑвалакаласа тепӗр хут каласа панӑ.

Пельгусий комкал шапку, рассказывал.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Паллах, чӗлӗм ытла илемлех тухмарӗ, эпӗ ӑна, ытти савӑт-сапана тунӑ пекех, тӑмран йӑвалакаласа турӑм та вутта пӑрахса хӗртрӗм.

Конечно, моя трубка была первобытного вида — из простой обожженной глины, как и все мои гончарные изделия, и вышла она не очень красивой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Аркашка карланкӑ шӑммине йӑвалакаласа пӑхрӗ, пӑшӑрханса ӳксе аллине сулчӗ, ҫапах та тӳсеймерӗ, хӑй вырӑнне ларнӑ вӑхӑтра колхоза хирӗҫ хытӑ тӑракан Николай Ахваткина талкӑшпе коллективизаци тунӑ хыҫҫӑн унпа мӗн пулассине пӳрнисемпе туса кӑтартрӗ: табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине тепӗр пуҫ пӳрнин чӗрнине хурса хӗстерчӗ те — шатӑрт! тутарчӗ.

Аркашка помял кадык, горько махнул рукой, но все же не вытерпел и, садясь на место, показал ярому противнику колхоза, Николаю Ахваткину, что́ с ним будет после сплошной коллективизации: на обкуренный ноготь большого пальца положил другой ноготь и — хруп!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех