Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аманнисемпе тӑм илсе шӑнса кӳтнисем йынӑшаҫҫӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Чарлансем ҫил-тӑвӑл умӗн йынӑшаҫҫӗ тинӗс ҫийӗн, йынӑшаҫҫӗ те вӗҫеҫҫӗ ниҫта вырӑн тупаймасӑр.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вуннӑран та ытларах самӑр ҫурисем амӑшӗн усӑнса аннӑ хырӑмне хӑйсен кӗске сӑмсисемпе тӗрткелесе йынӑшаҫҫӗ.Больше десятка кругленьких тупорылых поросят, похрюкивая, тыкались в ее отвислое брюхо.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аякра, юр вӗҫтерсе хӗве-хӗве лартнӑ ҫӗрте, пӳртсенче шӑши куҫӗ пек ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ, ҫӑл тараси чӗриклетет, шыв ӑсма пынӑ хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне уҫӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх ерипен пыракан утӑ тиенӗ ҫуна тупанӗсем йынӑшаҫҫӗ, лав ҫул хӗррине шӑлса пыни курӑнать, таҫта малта пӗкӗ ҫинче шӑнкӑрав хуллен тинкӗлтетет — ун сасси хрусталь сасси пек таса.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аманнисем, юн юхтарса, ҫыран тӑрӑх чупма тытӑнчӗҫ, хӑйсем ухмаха ернӗ ҫынсем пек ҫухӑрса йынӑшаҫҫӗ.Раненые, обливаясь кровью, бегали они по берегу с дикими воплями как безумные.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
9. Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ; 10. анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан, 11. пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2