Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫсен (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗм-тӗм лутра йывӑҫсен ҫумӗнчен хуллен пилӗк юланут тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурҫӗр енчи йывӑҫсен мӗлкисем ҫул урлӑ каҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн йывӑҫсен сайрарах тураттисемпе ҫулҫисен хушшипе хӗвел пайӑркисем чӗлкӗмленсе-хӑйпӑкланса кӗнӗ те ҫӗр ҫине чӳхенекен-чӗтренекен сӗвем курӑссӑн е пиҫсе ҫитнӗ тырӑ ҫупкӑмӗсем пек ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Йывӑҫсен ҫулҫисем, палӑри-палӑрми чӗлтӗртетсе, ытла та шӑппӑн, сас кӑларма хӑймасӑр пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫак йывӑҫсен айӗнче чӑштӑр-чӑштӑр, кӑшӑл-кӑшӑл туни илтӗнчӗ, анчах анчӑк кӑлпасси татӑкӗ патне ҫывхарни курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫанталӑкӗ паян хитре, лӗп пулин те, кунта сулхӑнрах: туратламас, лӑсланнӑ йывӑҫсен тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ ҫулҫисем, йӑвӑланса, янкӑр тӳпене ешӗл, анчах шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ чаршав карса хунӑ, лап-лап ҫеҫ, таткаланнӑ-ситреленнӗ тӗлсенче, хӗвел юписем ун витӗр хирӗнкелесе, чӗлкӗмленкелесе, сӑрхӑнкаласа тухнӑ та ҫӗр ҫинче, ылтӑн вакланчӑкӗсене аса илтерсе, ҫиҫкелесе, мӑраннӑн, антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ чӗтрекелесе, пӑтӑлӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр правуррӑн ура ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫаврӑнса, каллех йывӑҫсен хушшинелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, ҫаврӑнса, вут пуҫҫипе ҫутаткаланҫи туса, ҫӗр каҫмалӑх ҫунтарма «хӗрӳллӗрех», ҫителӗклӗ турат-тӗрет пухас тесе, йывӑҫсен хушшинелле лаштӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хушшӑн-хушшӑн йывӑҫсен тӑррисене халсӑр сулхӑн ҫил сӗртӗнкелесе, авса, ҫулҫӑсенчен ҫараткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кассӑн-кассӑн тата ун сасси хӑлхана йывӑҫсен тӑрринчен те тӑнклаттаркаласа тӳнккекелет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ашкӑнчӑк ҫилӗ лутра йывӑҫсен ҫулҫисене вӑштӑртаттарса иртет, ҫамрӑксен пичӗсене пырса сӗртӗнет.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Канччӑр рабочисем йывӑҫсен сулхӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл маларах мӗнле те пулин ӗҫ тӑвас шутпа тӗлсӗррӗн васкаса чупса ҫӳрени килне пырсанах пӳлӗмсенчи ҫемҫе кавирсенче, мамӑк минтерсенче, унӑн ҫуртне пур енчен те хупӑрласа илнӗ ватӑ йывӑҫсен ҫулҫисем чӑштӑртатса хускалнинче йӑлтах путса ҫухалнӑ пек туйӑнать…

Деловая суета, казалось, тонула в мягких коврах комнат, в пуховых подушечках, в шелесте старых, тенистых деревьев, что окружали его особняк…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Садри йывӑҫсен папакӗсем тулса ҫитнӗ, хӑмӑрланнӑ, часах ҫеҫке ҫурмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл темле авӑнсан та часах хуҫӑлмасть, ҫӳллӗ йывӑҫсен сулхӑнне те чӑтма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫулсӑр-мӗнсӗрех йывӑҫсен хушшипе ҫапӑна-ҫапӑна чупатӑп, ӑҫталлине хам та пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Инҫете кайнӑ хӗвел ҫути, кӑвар тӗслӗ пулнӑскер, пӗлӗте, вӑрманти йывӑҫсен тӑррине хӗрлӗ тӗспе пӗветрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йывӑҫсен хушшисемпе Ҫавал кукӑрӗ курӑнчӗ, чашкӑрса ӳсекен курӑка тапта-тапта ун хӗрнелле васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра йывӑҫсен хӳттипе канавсем патне унта та кунта стрелецсем ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех