Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫсен (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыр вӑрманӗ аэродрома пур енчен те хупласа илнӗ, йывӑҫсен мӗлкисем самолетсен, бензозаправщиксен тата грузовиксен кустӑрмисем таптаса лапчӑтнӑ тусанлӑ курӑк ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йывӑҫсен хӳттинче пулса иртнӗ ҫак ларӑва ҫамрӑк сӑвӑҫ кӑна мар, пурте лайӑх астуса юлчӗҫ пуль.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юрӑ, йывӑҫсен лутра вуллисенчен ҫӗреллех ӑмӑрса тӑракан ҫулҫӑсене ҫапӑнса, вӑрман хӗррипе шуса каять те, вӑрман кукринчен каялла таврӑнса, Санькӑна хӑйнех илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӗнтӗркенӗ йывӑҫсен сулхӑнӗ айӗнчи симӗс курӑк пусса илнӗ урапа ҫулӗ, кӑшт нӳрӗ те пиҫӗскер, урасене аялтан резина пек таптарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хурӑн ҫырли, ҫӗр ҫырли уҫланкӑ варринче мар — йывӑҫсен сулхӑнӗнче ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫаралнӑ ҫамрӑк йывӑҫсен тайлӑк кати варрипе Атӑл хӗррине тимӗр картлашка анать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Уйӑн картинисене пӑхатӑн та унти ҫынсен, йывӑҫсен, чӗрчунсен, курӑк-чечекӗн хусканӑвӗсене куратӑн ҫеҫ мар, сассисене те илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аслӑ вӑрманти патвар йывӑҫсен кашлавне итлесе пынӑн та туйӑнса кайрӗ ҫул ҫинчи шава тӑнласа утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эпӗ те йывӑҫсен патши юман пекех тӗреклӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пур пусри йывӑҫсен патши юман пек ларатӑн аҫу килне илем кӳрсе.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анаталла анма тытӑнтӑмӑр та — йӑлтӑр ҫуталчӗ йывӑҫсен айӗнче ҫавра кӳлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӳме-карта ҫуммине те, йывӑҫсен таврашне те курӑк пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Панулмисене татса тирпейленӗ ӗнтӗ, хӑш-пӗр йывӑҫсен кӑна кӑшт-кашт курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Уйӑх вара йывӑҫсен тӑрринчен пӗр утӑм пек ҫӳле хӑпарнӑ та тӑп кӑна хускалмасӑр тӑрать, темрен тӗлӗнсе кайнӑ пекех…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав кун эпӗ ула таккасем йывӑҫсен тусӗсем пулнине лайӑхах ӑнланса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Йывӑҫсен сарӑ ҫулҫисем шурӑ утиял айне пытанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗвел анӑҫалла кайса, Сӑрӑ шывӗ хӗрринчи йывӑҫсен тӑррине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑкӑрин ҫӗкленеҫҫӗ вӗсем ҫӳлелле, вӗҫсе пӗр ҫаврӑм тӑваҫҫӗ те, каялла йывӑҫсен хӳттине чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллӑ-утмӑл хӑлаҫ аяккарах иртсе кайрӗ те вӑл йывӑҫсен хушшипе вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех