Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫран (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳревҫӗсем пароходпа илсе килнӗ йывӑҫран тунӑ, тюлень тирӗпе витнӗ хӳшӗсенче хӗл каҫнӑ.

Путешественники зимовали в хижине, выстроенной из привезенного на пароходе дерева и обитой тюленьими шкурами.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Бамбук — 40–50 метр ҫӳллӗш ҫитӗнекен ӳсентӑран; пӑхма вӑл тростник пек, анчах туни унӑн ытти чылай йывӑҫран та хулӑнрах.

Бамбук — растение, достигающее 40–50 метров высоты; по виду напоминает тростник, но стебель его толще стволов очень многих деревьев.

Тропик вӑрманӗсенчи ӳсентӑрансем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Упӑтесем — пит йӳрӗк, пит ҫивӗч чӗрчунсем, вӗсем йывӑҫ ҫинче пурӑнаҫҫӗ; вӗсем хӑйсен вӑрӑм ҫивӗч алли-урисемпе туратран турата, йывӑҫран йывӑҫа ярса илеҫҫӗ те йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ыткӑнаҫҫӗ.

Обезьяны — очень подвижные и ловкие животные, живут на деревьях; с помощью длинных и цепких конечностей легко хватаются за ветви и стволы деревьев и перепрыгивают с дерева на дерево.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Темиҫе минутранах вӗсем сӑртлӑ вырӑнта, йывӑҫран тунӑ вӑрӑм ҫурт умӗнче тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫил-тӑвӑл темле хӑмана, планкӑна, йывӑҫран тунӑ е тимӗр япалана туртса антарчӗ те, вӑл мана пуҫран ҫапрӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Валя питӗ хӑюсӑр хускалкалать, унӑн ал-урине йывӑҫран тунӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ ҫурӑлкаласа пӗтнӗ сӗтел-пукансем темӗн хулӑнӑш тусанпа витӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Урӑхла каласан, маларах ятарласа йывӑҫ лартнӑ лаптӑка хӑйсем тӗллӗн ӳссе хунанӑ ытти йывӑҫран тасатаҫҫӗ, — терӗ участок ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Унӑн авӑнман, йывӑҫран тунӑ пек аллисем Ольӑна ҫавӑнтах вӗҫертсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче саксем вырнаҫма пуҫланӑ, вырӑнти ӑстаҫӑсем вӗсене йывӑҫран тунӑ пек кӑтартса металран хатӗрленӗ.

На «общественных» местах появились лавочки, и местные умельцы даже сделали некое подобие деревьев, вырезав их из металла.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем самаях йӗпетнӗ йывӑҫран ҫурӑмне сивӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫыхакансем, тӗрӗ тӗрлекенсем, йывӑҫран темтепӗр касса кӑларакансем, тухья-хушпу тӑвакансем, илемлӗ карҫинкка явакансем, супӑнь хатӗрлекенсем, чечек ӑсталакансем… — мӗн тӗрлӗ ӗҫпе кӑна аппаланмаҫҫӗ иккен пирӗн ентешсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ҫутамка ҫӗмӗртсем те, хӗвел хӗртсе пӑхнипе йывӑҫран сӑмала пек шӑранса тухса, тумламӑн-тумламӑн ҫакӑннӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унтан Прохор Петрович столяр пулнине, ахаль столяр та мар, йывӑҫран тӗлӗнтермӗш чӗнтӗрсем тӗрлекен столяр пулнине аса илтӗм те ун аллисем ҫине тепӗр хут пӑхрӑм, хальхинче чӑрлаттарса, пурте асӑрхамалла пӑхрӑм, ҫапла пӑхма аван маррине те манса кайрӑм, манасса манмарӑм пуль-ха, куҫа тартма вӑй ҫитереймесӗр тинкертӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫак эреш-шараҫа этем алли йывӑҫран касса тунӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йывӑҫран тунӑ, петли ҫинче, пӑтапа хупӑнать.

Деревянный, на петлях, закрывается гвоздем.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Вӗсене майлаштарса хунӑ чух йывӑҫран ӑсталанӑ пӗчӗк арча куҫ тӗлне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та ӑна ҫӗнӗ пӳртне йывӑҫран лартма урӑхларах сӑлтав хистерӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юхан шывӑн сылтӑм тӑвайккинче, вӑрман хӗрринче, ҫурт ҫине ҫурт ларать: кирпӗчрен е йывӑҫран тунисем.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эштеле икӗ тӗрлӗ йывӑҫран, калӑпӑр, юманпа ҫӑкаран тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех