Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ишсе (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ной карапӗ ейӳ кайнӑ Энӗш улӑхӗпе ишсе ҫӳренӗ, вара Паланкасси сӑмсахне пырса ларнӑ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сарӑ чӗпӗсем тӗкӗр пек тикӗс шыв ҫинче илемлӗн ишсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫула май мӗн куҫ тӗлне пулнӑ Раҫҫей ҫӗрӗнче, мӗн ал айне лекнӗ — ҫунтарнӑ, ҫӗмӗркӗ, ишсе антарнӑ, сывлӑша сиктернӗ, ҫынсене вӗлернӗ, вӗсен лашисене утлана-утлана тарнӑ.

Сжигая и сметая на своем пути все, что попадалось под руку. Они рушили дома, убивали людей, отнимали лошадей и удирали на них…

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнта хӗвсе лартнӑ юр санне ишсе антарчӗ вӑл.

Он провалился в сугроб, наметенный там.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӑраласа, ишсе, вӗҫсе, Пӗлӳсене ӑҫтан ҫеҫ ӑсмӗҫ, Ӑсаҫҫӗ те тӗпчевҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Чӗпписене пусса кӑларсан ачасем унӑн йӑвине ишсе антарнӑ, сар туталлӑ чӗпписене вӗлерсе кушака панӑ.

Когда она вывела желторотых птенцов, ребятишки с улицы разорили гнездо, а птенцов скормили кошке.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шурчапа Хуракасси хушшинче — улӑх, ҫырма тӑрӑх анаталла вара — ишсе тухайми шурлӑх.

Между Акрамовом и Хурагасами простираются привольные луга, а ниже по берегу реки с давних времен были непроходимые болота.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван чӑнкӑ ҫыран хӗрринченех кӑлтӑрмач пек пулса сикет те шыва путмасӑрах малалла ишсе каять.

Ухтиван прыгнул неглубоко и сразу ловко поплыл.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унти пӗтсен — Теруш лупас ҫинчи улӑмне ишсе антарма тытӑнать.

Как станет ей не под силу себя обслуживать — Теруш сталкивает промерзшую насквозь солому с крыши сарая.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ав ачасем ҫӳл енче Шывра ишсе ҫӳреҫҫӗ, Пулӑ тытан ваттине Хирӗҫтерме пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӑна ыттисемпе пӗрле Юпа ҫине тӗреклӗ ҫакӑр, Ишсе вӑл кайтӑр сулӑпа.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ҫук, ҫук, ман ӗмӗте салатӗ, Ишсе антарӗ шанчӑка, Ҫурса суранлантарӗ, ватӗ, Кӑкармасассӑн анчӑка».

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗрсе кайсассӑн — пысӑк хурлӑх: Ишсе тухан аран-аран.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хунавланса кайнӑ вӑрӑм улма аврисене сиенлес мар тесе, вӗсем асӑрханса пусаҫҫӗ, пӗр-пӗр авӑр таврашӗнчи тӑпрана ишсе антарсан, чарӑнса, ӑна купаласа хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир сирӗн пата ишсе ҫитиччен сирӗн чунӑр та тухатчӗ, — терӗ Людмила пӗр кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрать-ха, путса вилмен, киммӗре хум ҫӗклесе ҫапнӑ пулсан, ишсе те тухаймастӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем, кӗсменсемпе вӑйлӑн ишсе, перевоз патне васкарӗҫ; вӗсем ӗнтӗ ҫыран хӗрринех ҫитнӗччӗ, ҫав вӑхатра тулли кимӗсене Атӑл варринчен капланса килекен хум вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах леш енчен тепӗр пӗчӗк кимӗ ишсе каҫрӗ, унпа ҫамрӑксем купӑсҫӑ Карачӑма лартса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнта вут урлӑ сиксе каҫмалла пулсан та, шывпа ишсе каймалла пулсан та каятех Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир Тенюшпа тӗлӗнсе пӑхса пыратпӑр, мӗскер, ку ҫын кӳлӗ урлӑ утӑ купинчен тытса ишсе каҫасшӑн мар пулӗ те тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех