Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ишсе (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшисем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе Атӑл ку енне ишсе каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чаплӑ кимӗ майӗпен ишсе Новоград Свияжскине ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑрах алӑпа хӗҫ-пӑшал тытса, тепринпе ишсе ҫырма урлӑ каҫрӗҫ те ҫыран ик енне те нумай ҫын пӑрахса хӑварса путлӑхлӑ вырӑнсемпе вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн патӗнчи тутар мӑрсисем сӗннипе аслӑ князь хула ҫыннисем халиччен ӗҫмелли шыв ӑсса пурӑннӑ ҫӑлсене те ишсе тӑкма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑк патша, сӑрт ҫине пуринчен малтан ишсе тухнӑскер, кунта чаплӑ хула пуласси ҫинчен пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ.

В нем плавали около 100 видов рыб.

Берлинра 1 млн литр шыв калӑпӑшӗллӗ тӗнчери чи пысӑк цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33733.html

Ак, хайхисем, малтан ӑшӑ шывра чиперех ишсе ҫӳренӗ пулӑсем, халь лӗкӗ ӑшне чӑма пуҫларӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Чип-чипер ишсе ҫӳреме пуҫларӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

— Сив ҫӑл ҫырминчи пӗвере карас пулӑсем епле ишсе ҫӳренине пырса кур.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Тӗпӗ лӗкӗллӗччӗ те вӑл пӗвен, ҫапах та ача-пӑча шыва кӗрсе пӑтратман ҫӗрте шыв тӑп-тӑрӑ тӑратчӗ, карас пулӑсем ишсе ҫӳрени те курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Пысӑк пӗвере киленсе пурӑннӑ карас пулӑсем пирӗн ялпа сыв пуллашрӗҫ те Тарӑн ҫырмаран Хирлепе, Хирлепрен Ҫавала тухрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем, паллах, таҫта Атӑлта ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Тем тӑршшӗ пӗвере карас пулӑсем канлӗн кӑна ишсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Те шывра сивӗ пулчӗ вӗсене, те ишсе йӑлӑхрӗҫ, пӗверен ҫерем ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Ытти хурӗсемпе кӑвакалӗсем вӑл вӑхӑтра чӗпписемпе пӗрле пӗвере ишсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Хӑраса сехри хӑпнӑ пулӑ труках тарӑна кайма пӗлмерӗ, ҫӳлте ишсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Акӑ, пӗве хыҫӗнчен виҫӗ кимӗ ишсе тухать, вӗсем ҫинче — хӗрсемпе каччӑсем; леш енчи ҫырантан икӗ каччӑ шыва сиксе ӑмӑртмалла ишме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Юратаканни юратать пулӗ те, анчах хӑв юратмасан ӑҫтан-ха вӑл юрату пултӑр? — тетӗп эпӗ ӑна, юнашар ишсе.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Петя, хӑвала, — тет Санюк, кӳлӗ варринелле ишсе.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӗсем, кимӗпе ишсе пырса, асаплӑ ҫынна часах шывран туртса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ной карапӗ ейӳ кайнӑ Энӗш улӑхӗпе ишсе ҫӳренӗ, вара Паланкасси сӑмсахне пырса ларнӑ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех