Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ихӗлтеткелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митинга хутшӑнакансем халӗ ун еннелле ҫаврӑннӑ ӗнтӗ, пӗрисем ҫав-ҫавах чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, шӑпӑрт тӑраҫҫӗ, теприсем, Алендеев ҫине куҫӗсене е вӑрттӑн, е тавӑрса, е айӑн-айӑн ывӑткаласа, ихӗлтеткелесе, е лӗхлеткелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Хыҫҫӑнах Полина Ула Тимӗре кӑкӑрӗнчен аллипе ҫемҫен тӗк тӗкӗнсе илчӗ те, ихӗлтеткелесе, ӗнтӗ куҫне те Ула Тимӗр ҫине хапӑл чӗнӳллӗн, чӗлтӗр ывӑтса илсе, урине ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек туй кӗрлекен килхушши еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вара пуҫласа ячӗ хӗрарӑм пирки ниҫта юрӑхсӑр сӳпӗлтетӳ… хӑшӗ-пӗри ирӗксӗртен ихӗлтеткелесе те илет.

И начал о женщине пошлый, грязный анекдотишко… сидят все как грязью облитые, кое-кто натужно хихикает.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех