Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун каҫипе ӗшенекен салтаксем, койка ҫине тӳне-тӳне кайнӑ кӗреш юман каскисем евӗр, мӗн ирччен хускалмасӑр ҫывӑраҫҫӗ.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кунти чирлӗ ҫын, тен, ирччен вилсех каймӗ-ха.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Сана водолив тепӗр ирччен янӑ-и?
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр каҫхине, нӳхрепе хӑяр илме ансан, алӑкне хупса питӗрсе илчӗ те… ирччен те кӑлармарӗ.
19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Эсир хатӗр-и? — пӑшӑлтатрӗ вӑл милиционера, — ирччен тухса каясчӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Салтак ирччен ҫеҫенхирте ларса ирттерчӗ, чӗрӗ юн шӑршине туйса илнӗ шакалсем улани ӑна ҫӳҫентерчӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах халӗ эсир мана киле кайма ирӗк парӑр: ирччен кунта юлма пултараймастӑп эпӗ, кам та пулин эп милицирен тухнине курсан, манӑн пӗтӗм авторитет пӗтсе ларма пултарать.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ҫул асапӗсене ҫак сӑмахсемпе вӗҫлесе, ирччен канса илме шутларӗ Данил Макарович.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Вӑл ирччен сыхланса юлаймасан ҫынсем шӑвӑҫ савӑт йӑтса урама васканӑ, тӗтӗм тухакан пӳрт шыраса анаталла-тӑвалла пӑхкаланӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Сысна вара хӗрелсе-кӑвакарса ирччен хытса выртать.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Паҫукпа Елена Максимовна хӑйсен ытарма ҫук ачисем ҫине пӑхса савӑнчӗҫ, вӗсен лӑпкӑ ыйхине сыхласа, ирччен те сӗм куҫ хупмарӗҫ, пӑшӑлтатса нумайччен калаҫса ларчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ыран ирччен эпӗ каялла ҫаврӑнса ҫитеймесен, вара… вара пӗчченех Ухтана каятӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ирччен ку пӳртре эпир Хуралпа хуҫа.
Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кунӗпе арӑмӗшӗн пӑшӑрханса пӗтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ ҫын пӗр стакан эрехе ҫараллах ӗҫрӗ те, костюмне, ҫӑм аттине хывмасӑр диван ҫине ӳкрӗ, ирччен пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр выртрӗ…
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тулӑх ӗҫкӗ-ҫикӗ, ҫамрӑк чуна-юна хускатан ташӑ-юрӑ, чӗрене тивен ҫепӗҫ сасӑ, ытарлӑ кулӑ каллех хӑйӗн ӗҫне турӗҫ — каччӑ ирччен те ҫак астармӑш пӳртрен тухаймарӗ…
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫӗрле пулсан та брюкисӗр ниҫта кайма ҫук, ҫавӑнтах ирччен юлма тиврӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ирччен такам та катӗрме пултарать.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗн ирччен кӑсӑклӑ япаласем ҫинчен калаҫса ларчӗ.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Упӑшки вара мӗн ирччен пӗр енчен тепӗр енне ҫаврӑнкаларӗ, выртма кансӗр пулнӑ пек, пуҫелӗкне тӳрлеткелерӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эрнепи ирччен пӗрре йӑшӑлтатса кӑтартмарӗ, вилнӗ ҫын пек, хускалмасӑр выртрӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.