Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерсе (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах яваплӑ тапхӑра кӗске вӑхӑтра ирттерсе ярасси, ҫавӑн пекех ялсене аталантарасси пирки хускатрӗ те юнкун, мартӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов бизнес-центрта район активӗпе, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.

Куҫарса пулӑш

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Канашлура хускатнӑ ҫивӗч ыйтусенчен тепри _ ҫурхи шыв-шур тапхӑрне йывӑрлӑхсемсӗр, пӑтӑрмахсӑр ирттерсе ярасси.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Н.Болотова ӑсчах Вологда облаҫӗнче тӗпчев ирттерсе техника ӗҫленӗ шыври пулӑсен шучӗ - 15, ихтиомасса 3 хут чакнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 2019 ҫулта - 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленес тата ирттерсе ярас тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑнӑн яланхи членӗсемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче черетлӗ лару ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ӗҫленӗ хушӑра ял хуҫалӑх ҫыравӗсене те, суйлавсене те, граждансен пухӑвӗсене те тивӗҫлӗ ирттерсе ярас тесе тӑрӑшнӑ.

Во время работы старалась провести на достойном уровне и сельскохозяйственные переписи, и выборы, и гражданские собрания.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех