Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттернине (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Алтаккин пичей ҫине пӑхрӑм та ҫур ҫекунд хушшинчех ун чӗри ҫак самантра мӗнле туйӑм чӑтса ирттернине, унӑн ҫав пӑшӑрханса та чуна ыраттарса тухнӑ ыйтӑвӗнче мӗнле пӗлтерӗш пуррине лайӑх туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ун чухне вӗсен, паллах, калаҫни, ӑнлантарма тӑрӑшни кирлӗ те марччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне, пӗр-пӗри мӗн шухӑшланине, мӗн чӑтса ирттернине пӗр сӑмах каламасӑрах ӑнланма пултарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех ку вӑл юлашки темиҫе ҫул хушшинче хам мӗн чӑтса ирттернине, мӗн асап курнине чунтан ӑссӑррӑн силлесе кӑларма тӑрӑшни те пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗсем Пӑкачава кун-каҫа мӗн туса ирттернине хыпарлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн та, эпӗ ҫав самантра хам мӗн тӳссе ирттернине, кӗрешсе вилӗме ҫӗнтернине каярахпа тин ӑнланса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫемйесемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе тӑтӑшах уҫӑ калаҫусем ирттернине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ӑна тӗпе хурса пурӑнма 1352 ытла тӗрлӗ мероприятисем ирттернине палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем вӑл нумай инкек тӳссе ирттернине, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗп те хастар чунлӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

свидетельство перенесенных им тяжких страданий и вместе с тем воли и решимости.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн ҫӗршыв халӗ мӗн пек йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернине эпир ӑнланатпӑр.

Мы сознаем, в каком тяжелом положении, в каком тупике находится теперь наша страна.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ.

Он сообщил, что на днях Глава республики Олег Николаев провел совещание по сохранению национальной самобытности, отметив, что чувашский язык является языком его родителей и семьи.

Министрсем чӑвашла челлендж ирттереҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34051.html

Наци проекчӗсене пурнӑҫланине, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, тулли мар мобилизацие йӗркелесе ирттернине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑрасси, коррупципе кӗрешесси – ҫак тата ытти нумай-нумай ӗҫ ҫине сирӗн уйрӑмах тимлӗн пӑхма тивет.

Надзорное сопровождение реализации национальных проектов, своевременности выплаты заработной платы, проведения частичной мобилизации и предоставления семьям участников СВО льгот, борьба с коррупцией – эти и многие другие направления деятельности требуют вашего особого внимания.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/12/gla ... et-s-dnyom

Шкулсене тӗпрен юсас ӗҫ епле пурнӑҫласси пирки 2022 ҫулта раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр ӗҫсене туса ирттернине палӑртнӑ Дмитрий Захаров.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Ун чухне вара Атӑл эпӗ арӑмпа юнашар выртса вӑхӑта ирттернине шута илмӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Коррупципе кӗрешес ӗҫе Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ районӗсемпе Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче тӗплӗ тишкерӳ туса ирттернине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Ҫуркунне пур ҫӗрте чӳк ирттернине пӗлеҫҫӗ вырӑссем.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн курнине, мӗн тӳссе ирттернине ӑҫтан каласа пӗтерӗн?

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар губернаторӗ, салтак хӗсметне Григорьев Васили лайӑх ирттернине тата вӑл ҫулӗпе те ҫамрӑк маррине шута илсе (55-ре!), айӑпланине кӑштах чакарнӑ: виҫӗ пин хут ҫаптарас вырӑнне пилӗк ҫӗр хут ҫаптармалла тунӑ, каторгӑна ярас вырӑнне ҫемьерен уйӑрса пуҫӗпе Ҫӗпӗре ӑсаттарнӑ.

Однако военный губернатор, учитывая безупречную службу солдата Василия Григорьева и его почтенный возраст (55 лет!), несколько скостил наказание: вместо трех тысяч ударов присудил пятьсот и каторгу заменил на вечное поселение в Сибирь.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вулӑс тиекӗ Ивук ҫав хушӑра мӗн-мӗн хӑтланса пӗтнине, мӗн-мӗн тӳссе ирттернине никам та шутласа кӑларас ҫук пуль.

А уж до чего в эти дни издергался волостной дьяк Ивук, чего только не натерпелся!

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул ҫав самантра мӗн туйса ирттернине никам та каласа пӗтереймӗ.

Что испытывал в те минуты Яндул, описать невозможно.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех