Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттереҫҫӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна Трак енре 1995 ҫултанпа йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Транспорт хатӗрӗсен хуҫисен яваплӑхне ӳстерес тӗллевпе тӗрлӗ операцисемпе рейдсем чылай ирттереҫҫӗ.

В целях повышения ответственности хозяев транспортных средств проводятся различные операции и рейды.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Ачасем ытларах вӑхӑта шкулта, садикре ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Кунашкал саманта пурте тӳссе ирттереҫҫӗ пулӗ.

Такой момент наверно все переживают.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӑйӑсем ирттереҫҫӗ: лашасемпе ӑмӑртса чупни, кӗрешӳ, шалча тӑрӑх хӑпарасси тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫак уявсен пӗрпеклӗхӗсем те, ҫав вӑхӑтрах уйрӑмлӑхӗсем те пур, иккӗшне те ҫурхи ака ӗҫӗсем вӗҫленсен ирттереҫҫӗ, халӑх пуҫтарӑнса савӑнать, канать.

У этих праздников есть как сходства, так и различия, оба проводятся весной в конце апреля, народ собирается, веселится, отдыхает.

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ ҫӗнӗ ӑрӑва та ҫиттӗр тесе йӗрке хуралҫисем кашни ҫуркуннех тӗрлӗ операцисем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тӗрлӗ ыйтупа конференцисем ирттеретпӗр, ҫӗршыври паллӑ специалистсене час-часах чӗнсе илетпӗр, вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Комисси ларӑвне, ытларах чухне, ҫак Саккунӑн 4 статйин 6-мӗш пункчӗн пӗрремӗш абзацӗнче палӑртнӑ срок тухнӑ кунран пуҫласа пӗр уйӑхран кая юлмасӑр ирттереҫҫӗ.

Заседание комиссии, как правило, проводится не позднее одного месяца со дня истечения срока, установленного в абзаце первом пункта 6 статьи 4 настоящего Закона.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗсем тӑрӑх йӗркелесе тӑман хаксемпе тӑтӑш турттарас ӗҫе пурнӑҫлама ирӗк илме уҫӑ конкурссем йӗркелесе ирттереҫҫӗ;

проводят открытые конкурсы на право осуществления регулярных перевозок по нерегулируемым тарифам по муниципальным маршрутам регулярных перевозок в соответствии с законодательством Российской Федерации;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫакна та палӑртмалла, пысӑк тӑхтав хыҫҫӑн Пӳркелӗнче Акатуйне иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ, Альшихре – пӗрремӗш.

И это надо отметить, после большого перерыва в Больших Бюрганах проводят Акатуй второй год, в Альшихово - первый.

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫакна пирӗн район центрӗнче чаплӑ лару-тӑрура Ҫемье кунӗнче ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ачасем ҫуллахи каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ачасем, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, вӑрах чирсемпе, аллергипе аптракансем ҫӗлен сӑхнине чылай йывӑртарах чӑтса ирттереҫҫӗ.

Дети, люди пожилого возраста, с хроническими заболеваниями, больные аллергическими заболеваниями особенно сложно переносят укус змей.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Хӑш-пӗр ҫынсем сас-хура кӑларнине ӗненес пулсан, ҫырава налук тӳлес йӗркене улӑштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ, ҫырав хучӗсенче ҫынсем ят-хушамата палӑртсан налук нумайрах тӳлеттереҫҫӗ, имӗш.

По слухам некоторых людей перепись проводится с целью изменения налоговых выплат, если люди напишут свои данные, то увеличатся налоговые выплаты.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Хӑш-пӗр ҫынсем сас-хура кӑларнине ӗненес пулсан, ҫырава налук тӳлес йӗркене улӑштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ, ҫырав хучӗсенче ҫынсем ят-хушамата палӑртсан налук нумайрах тӳлеттереҫҫӗ, имӗш.

Если верить слухам некоторых людей, будто бы перепись проводится для того, чтобы изменить налоговые выплаты, если люди напишут свои данные, то налог придется платить больше.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

…Ачасен сывлӑхне упрас, вӗсене тӗрлӗ инкек-синкекрен асӑрхаттарас тесе шкулта тӗрлӗ калаҫусем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Паян хулари тӗп стадионра ТР Правительствипе Хусан мэрийӗн командипе Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсем йӑлана кӗнӗ футбол матчне ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Кӑҫал Тутарстан Республинче Ыр кӑмӑллӑх ҫулталӑкӗ иртнипе ачасене хӳтӗлемелли куна та шӑпах ҫак юхӑмра ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Халӗ вара шӑматкун ирттереҫҫӗ тет.

Говорит, что ныне проводят в субботу.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех