Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.
Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан, вунтӑватӑ ҫул иртсессӗн, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм, хамӑрпа пӗрле Тита та илсе кайрӑмӑр.1. Потом, через четырнадцать лет, опять ходил я в Иерусалим с Варнавою, взяв с собою и Тита.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кайран, виҫӗ ҫул иртсессӗн, эпӗ Иерусалима Петрпа курӑнӑҫма кайрӑм, ун патӗнче пӗр вунпилӗк кун пурӑнтӑм.18. Потом, спустя три года, ходил я в Иерусалим видеться с Петром и пробыл у него дней пятнадцать.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Темиҫе кун иртсессӗн Феликс хӑйӗн арӑмӗпе Друзиллӑпа (иудей ҫыннипе) пӗрле пынӑ та, Павела чӗнтерсе илсе, вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итленӗ.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсессӗн, Филиппӑран тинӗспе ишсе кайрӑмӑр та пӗр пилӗк кунран вӗсем патне Троадӑна ҫитрӗмӗр; унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пайтах вӑхӑт иртсессӗн иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнӑ.23. Когда же прошло довольно времени, Иудеи согласились убить его.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӗрӗх ҫул иртсессӗн Синай тӑвӗн пушхирӗнче, ҫунакан йӗплӗ тӗм ҫулӑмӗ ӑшӗнче, ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта Ӑна хӗрӗх кун шуйттан сӑнанӑ, ҫав кунсенче Вӑл нимӗн те ҫимен; ҫав кунсем иртсессӗн, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, ¦¦ вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине, 24. тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӗлтуса тӑмалли кунӗсем иртсессӗн, вӑл килне таврӑннӑ.23. А когда окончились дни службы его, возвратился в дом свой.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шӑматкун иртсессӗн Мария Магдалина, Иаков Марийӗ тата Саломия ӗнтӗ Иисусӑн Ӳтне сӗрме каймашкӑн ырӑ шӑршӑллӑ ҫу туяннӑ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать.19. По долгом времени, приходит господин рабов тех и требует у них отчета.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хӗрӗх кун иртсессӗн, 46. Ҫӳлти Турӑ каларӗ: ху малтан ҫырнӑ ҫирӗм тӑватӑ кӗнекене ан пытар — тивӗҫлисем те, тивӗҫсӗррисем те вулаччӑр, 47. юлашки ҫитмӗлӗшне вара халӑх хушшинчи ӑсчахсене парса хӑварма упра, 48. мӗншӗн тесессӗн ҫав кӗнекесенче — ӑс-хакӑл ҫулӗ, ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ, пӗлӳ юханшывӗ, терӗ Вӑл.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Виҫӗ кун иртсессӗн ҫапла пулчӗ: эпӗ юман айӗнче лараттӑм — акӑ ӗнтӗ мана хирӗҫри тӗмӗ хушшинчен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра, Ездра! терӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Халӗ кашниех хӑвӑр килӗре кайӑр, ҫак кунсем иртсессӗн, эпӗ те сирӗн пата пырӑп, терӗм.49. Теперь идите каждый в дом свой, и я приду к вам после сих дней.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӑтӑр ҫул иртсессӗн, тип варлӑ арӑм ывӑл ҫуратнӑ: ку вӑл Соломон хула туса лартса парне кӳнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫичӗ кун иртсессӗн эпӗ курӑк хушшинче выртаттӑм, манӑн чӗрем каллех, унчченхи пек, темле шиклӗн тапа пуҫларӗ.27. После семи дней лежал я на траве, и сердце мое опять смущалось, как прежде.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӗршывсенче пӑлхавсем пула-пула иртсессӗн, халӑхсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна тӗлсӗр-палсӑр куҫма тытӑнсассӑн, тапӑна-тапӑна кӗме тытӑнсассӑн, патшасем-ҫулпуҫсем улшӑнсах, шуйхансах тӑрсассӑн, 4. Ҫӳлти Турӑ ҫакӑн ҫинчен санран малтан пулнӑ кунсенчех, пуҫламӑшӗнчех, каланине ӑнланса илӗн.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ху ӑшӑнта вӑхӑт ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑх, вара маларах кӑтартнӑ паллӑсен хӑш-пӗр пайӗ иртсессӗн, 2. эсӗ Ҫӳлти Турӑ Хӑй пултарнӑ тӗнчене килсе пӑхас вӑхӑт ҫакӑ пулнине ӑнланса илӗн.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.