Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртмен (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ та юмансемшӗн асапсӑр иртмен.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗнен, Анук, сире аса илмен кун иртмен пирӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мухтавлӑ ентешӗмӗр уявра хӑй те пулнӑ, хӑнасем унпа калаҫмасӑр иртмен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Хырне касни нумаях иртмен курӑнать, тункати ҫинче ӳснӗ ҫул ҫаврашкисем лайӑх палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Вун саккӑрта чухне манӑн ята асӑнмасӑр пӗр пуху та иртмен, яланах ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Анчах та, вырӑнтисем каланӑ тӑрӑх, пухӑвӑн юлашки кунӗ ҫавах ҫумӑрпа аслатиллӗ ҫумӑрсӑр иртмен.

Однако, по словам очевидцев, финальный день собрания все же не обошелся без ливней и гроз.

Сауд Аравинчи пушхирте кӳлӗсем йӗркеленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33510.html

Каҫ пулнӑранпа виҫ-тӑват сехет те иртмен пуль-ха.

Сколько же прошло времени?

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрне те иртмен, Ильмушка патне кантуртан хырҫӑ ыйтма персе ҫитнӗ.

Не прошло недели, как к Ильмушке из конторы нагрянули за налогом.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах нумай та иртмен, кантуртан каллех куланай пуҫтарма персе ҫитнӗ.

Но проходило совсем немного времени, как из конторы снова являлись за куланаем.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку таранччен Кавруҫ ӑнпа та Хӑй ялӗ пуссинчен иртмен.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр кун иртмен пӗрле пулмасӑр, Юлман Шуршуварне чупмасӑр…»

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Вӑхӑт нумаях иртмен, пӗлмеҫҫӗ курӑнать-ха».

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗренӳ ҫулӗсем вӑхӑтӗнче вӗсем туслӑ пурӑннӑ - пӗр-пӗрне курмасӑр пӗр кун та иртмен вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Асӑннӑ дотацисене бюджет тивӗҫтерӗвӗн шутласа палӑртакан шайӗ хула поселенийӗсен, ял поселенийӗсен бюджечӗсен тивӗҫтерӗвне шайлаштарма ҫирӗплетнӗ критери шайӗнчен иртмен кашни хула поселенийӗ, ял поселенийӗ илме пултарать.»;

Право на получение указанных дотаций имеют все городские поселения, сельские поселения, уровень расчетной бюджетной обеспеченности которых не превышает уровень, установленный в качестве критерия выравнивания расчетной бюджетной обеспеченности городских поселений, сельских поселений.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

— Ҫук, иртмен, — тет мӑрса.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн пурнӑҫӗнче мӗн кӑна пулса иртмен, тӗнче миҫе хут кисренсе илмен?

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Пӗр туй та хӗр йӗррисӗр иртмен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Каккуй старик вӑл — хӗрӗхрен те иртмен пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чылай инҫетре вӑл тураттисене иртмен хыр тӑрри тупрӗ, сӗтӗрсе пырса ӑна майӗпен шӑтӑка вырнаҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех