Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир ирсӗре — куҫранах ирсӗр, вӑрра — вӑрӑ, хӑравҫа — хӑравҫӑ теме пултаратпӑр…Мы можем мерзавцу сказать в глаза, что он мерзавец, вору — что он вор, трусу — что он трус…
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Лешне, Курск патӗнче хӑйне ҫурӑмӗнчен аяларах тимӗр канахвитпе ӑшалантарнӑ «ирсӗре», ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр вӑрҫрӗ, ятлаҫрӗ.Материл про себя «того урода», который всыпал ему под Курском горсть железных конфет ниже пояса.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
10. Пушхирти иҫӗм ҫырли пек пулчӗ Маншӑн Израиль; смоква йывӑҫӗн малтанхи ҫырли пек, тин пиҫсе ҫитнӗ ҫырли пек, курӑнчӗҫ Мана сирӗн аҫӑрсем, анчах вӗсем Ваал-Фегор патне кайрӗҫ те намӑс ӗҫе тытӑнчӗҫ, хӑйсем те, хӑйсем саваканни пекех, ирсӗре тухрӗҫ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.