Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетренех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑра мӗн пуррине Твикка инҫетренех курчӗ, вӗҫсе пырса, тӳрех Палюк мучи хул пуҫҫийӗ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

«Твик! Твик!..» — кӑшкӑрса ячӗ Твикка, эпӗ йӗлтӗрпе чӑштӑртаттарса пынине инҫетренех илтсе.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Лайӑх, малтанхи пекех картланӑ пӗве инҫетренех йӑлтӑртатса курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Вӑрман ун пек шӑппӑн ларнӑ чух унта тискер кайӑксем ҫӳренӗ, кӑшкӑрнӑ е ӳленӗ сасӑ инҫетренех илтӗнет, чун-чӗрене ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Акӑ халь вӑл, нӳрӗ ҫӗрте ҫӗнӗ тымарсем янӑскер, пӗве пуҫне ҫирӗп тытса, патӑррӑн кашласа ларать, тулли пӗвере унӑн капӑр мӗлки инҫетренех илемлӗн курӑнса хӑй патне чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Пӗви те инҫетренех курӑнса йӑлтӑртатса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Таҫтан инҫетренех курӑнса ларатчӗҫ ҫак йӑмрасем.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Тӑватӑ катемпие тӑватӑ ҫӗре инҫетренех курӑнмалла туса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫерҫисем, авӑ, таҫтан инҫетренех курса пӗр кӗтӳ вӗҫсе килчӗҫ те тем хушӑра тулӑпа кантӑр вӑррине кӑна мар, ҫӑкӑрне те пӗр тӗпренчӗк юлмиччен ҫисе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Сап-сарӑ, мамӑк мечӗк пекскерсем пӗтӗлт! пӗтӗлт! туса ҫӳрени инҫетренех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Нумаййӑн ҫӳресен усси ҫук: хӑш-пӗрисем питӗ шавлаҫҫӗ, вара кайӑксем инҫетренех илтсе тараҫҫӗ, тӗсне те курса юлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

— Эккей, — инҫетренех палласа илчӗ ӑна Мирон Кузьмич, — ак кам пӗлме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Хырлӑхра ӳсекен мӑк кӑмпин, хурӑн е ӑвӑс кӑмписенех йӑли урӑхла: вӗсем шӑтса тухаҫҫӗ те тӳрех ҫӳлелле кармашаҫҫӗ, вӑрӑм авӑрлӑ сунчӑксем пек инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Ак ҫитрӗ ҫил пек вӗҫтерсе, Ваҫлей енне усаллӑн пӑхрӗ, Чӑр! куҫӗпе хӗм ҫиҫтерсе Инҫетренех ҫӑханнӑн сӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тирне сӳсе илсе, инҫетренех курӑнтӑр тесе, сӑнӑ ҫине ҫакса хума хушрӗ тутар ҫар пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шӑв-шав инҫетренех илтӗнчӗ те, никам та ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ав, инҫетренех икӗ картина курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах унта вӑхӑтра чупса ҫитме ӗлкӗреймерӗ пулас, Ахтупай ӑна асӑрхаса инҫетренех кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Гент шарлаксене инҫетренех асӑрхарӗ; вӑл, паллах, хӑйӗн пӗртен пӗр киммипе теветкелленместех, ҫавӑнпа та Цауперене чарӑнма, сулахай ҫырана тухма хушрӗ.

Гент издалека заметил эти пороги; он, конечно, не мог рисковать единственной своей лодкой и поэтому велел Цаупере пристать к левому берегу.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ хам мӗн шухӑшланине Чубука каласа патӑм та, вӑл ман ӑсӑмпа манӑн ӗҫе инҫетренех курса большевиксем патне пырса кӗнӗшӗн мана мухтать пулӗ, тесе кӗтсе пыратӑп.

Я сказал Чубуку, о чем думал, и ожидал, что он с похвалой отзовется о моем уме и дальнозоркости, которые толкнули меня к большевикам.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех