Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ир тӗлне эпир фронт таврашӗнчен самаях инҫене кайса ӳкме ӗлкӗрнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен инҫене тухса ҫӳремелле мар.

Без особой необходимости не выезжать за пределы населенных пунктов.

Пушкӑрт ГИБДД ертӳҫи водительсене васкавлӑ асӑрхаттарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/kh-rushs-rl-kh/2 ... rn-3641326

— Пӗлессӳ килсен, Лена, пирӗн анне велосипед ҫине ларма мар, Пӗкӗлме хулинчен ытла инҫене тухса курман.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Атте мана кӗтӗве ҫӳреме ятарласа кӗскерех пушӑ та, ӗнесем валли хулӑн пушӑ, сурӑх кӗтӗвӗ валли ҫӳхереххине, инҫене каякан сасӑ кӑлараканнине, явса парсаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫунатлӑ шухӑшсем чуна ыраттарса инҫене — упӑшки патне вӑрҫа вӗҫсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫынсене инҫене илӗртсе чӗнекен хӑватлӑ вӑй пур унӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Путене авӑтни те инҫене, инҫене кайса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юрату вӑл — пӗр пусӑм тума ҫеҫ мар, инҫене, инҫене кайма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Трактор чылай инҫене кайрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунтан эпир Лапсар ял чапӗ инҫене сарӑлнине, ун тавра ытти ялсем йышлӑ пулнине пӗлме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Инҫене каятӑр-и? — сӑн-питне ӑшӑ кулӑпа ҫутӑлтарса ыррӑн ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ялсем кӑна юлчӗҫ те пит инҫене Савнӑ тӑван юлчӗ те пит йӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӗрӗм, пит инҫене каятпӑр, хам ҫуралнӑ чӑваш ҫӗршывне, — ӑнлантарчӗ Паҫук хӗрачине.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫынсем пек таҫта инҫене кайса ҫӳреместӗп эпӗ, усламшӑн ҫунмастӑп, хам садра аппаланнӑ хакне тавӑрсан та ҫитет мана…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кунта йӗкӗтсем те хӗрӗсемпе пӗр картаранах тытӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсен юрри пушшех инҫене янӑраса сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Илтрӗр-и, старейшинӑсем? — терӗ вӑл инҫене янӑракан тӗреклӗ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан таҫта инҫене Тӗрте-тӗрте уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тепӗр чухне, Сехре васкамасӑр калаҫнӑ хушӑра, Марине куҫӗсемпе таҫта инҫене тинкерет, вӑл шухӑшпа та аякка-аякка ҫитет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тен, сурмалла та тӑван ял, тӑван чӑваш ҫӗршывӗ ҫине, тухса каймалла таҫта инҫене, калӑпӑр, Ҫӗпӗре, Кашкӑр Микули патне?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шухӑшӗсем унӑн инҫене — Питӗре тата унтан та аякка — съезд делегачӗсем ӗҫлесе пурӑнакан Мускав хулипе ытти вырӑнсене вӗҫрӗҫ.

Его мысли унеслись далеко — в Питер и дальше — в Москву и другие края, откуда съехались делегаты на съезд.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех