Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

имӗш сăмах пирĕн базăра пур.
имӗш (тĕпĕ: имӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Икӗ ҫул хушшинче тӑватӑ ача ҫуратрӑм, — тесе мухтанать имӗш хӑш-пӗр чухне Наснар Ҫерушӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Манпа сӑлтавсӑр-мӗнсӗр хирӗҫсе кайса ун чухне вӑл урӑххине качча сиксе тухрӗ те, халь мана аса илсе йӗрет имӗш — тӗлӗнмелле!

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Хаяр Иван патша ҫак ял ҫыннисене урӑх вырӑна куҫарнӑ, пушаннӑ ҫӗрте Улатӑр карман-крепоҫне туса лартнӑ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫав вырӑнта Улатӑр е, тутарсем калашле, Улатырь хулине лартнӑ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтнепеле Хырла тӑрӑхне патька-патша утаманӗ манихвес илсе килнӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвак юмана вунсаккӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче йӑлтах касса пӗтернӗ, Питӗрпе Мускава тата урӑх ҫӗршыври хуласене турттара-турттара кайнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хресчен патши чылай хушӑ Сарӑкун ҫӗршывӗнче пурӑннӑ, халӗ чухӑнсене пурне те ҫавӑнта ертсе каясшӑн: Чукма чӑвашӗсем хресчен патшине кӗтсе илме хатӗрленсе питӗ пӑлханаҫҫӗ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла та калаҫрӗҫ: хӑйсен масарӗсенчен авалхи аслӑ паттӑрсем тӑрса тухса, инкеке лекнӗ чӑвашсене ют тӗн пусмӑрӗнчен хӑтӑлма пулӑшмалла, тет имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Харап пулнишӗн чӑвашсем хӑйсем айӑплӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑртакран Урха та киле тавӑрнӗ, Ун чух утамана вӑлах парӑнмӗ: Атӑлпала тӑвалла иртнӗ имӗш вӑл, Анчах Ҫавал анинче пулнӑ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл Ҫавӑнпа та Шуртана тухса канса кайнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кузьма Васильевич каланӑ тӑрӑх, ҫакӑнти вӑрмансенче партизансем те пур имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюка хӑварнӑ вырӑнтан вӑл кӑштах иртсе кайнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Имӗш темиҫе ырӑ ӗҫсемшӗн пӗр «пӗчӗк» усал тума юрать.

Куҫарса пулӑш

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

Регионта ку тӗлӗшпе хаксене питех витӗм кӳме йывӑртарах имӗш, мӗншӗн тесен, эмелсене ытти тӑрӑхран пирӗн республикӑна илсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Чӑваш Республикин Экономика министерстви, Ял хуҫалӑх министерстви, Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсем регионта ҫителӗклӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

2022 ҫулта Раҫҫей ФАСӗн Чӑваш Енри Управление 321 заявлени пуҫтарӑннӑ имӗш, кӑтарту тата та маларахри ҫултан, 2021-мӗшӗнчен 30 процент сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Вӑл хӑйӗн сад пахчинче Колорадо нӑррисене тӗп тумалли питех те тухӑҫлӑ, ансат мел ӑсласа кӑларнӑ имӗш: каҫхине ҫав ӳсен-тӑран сӑтӑрҫисене водкӑпа «шӑварнӑ», тӑнччи тӑнтанлатнӑ, анчах ирхине вӗсене вутта вутпа сӳнтерме — мухмӑр чӗртме — пӗр тумлам та хаяр шӗвекне паман…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш.

И, мол, это нужно пресечь.

67-ри хӗрарӑм 3,5 млн кредит илсе ултавҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34534.html

Ҫар ӗҫне пӗр вӑхӑт вӗсене Мануил Гречко та вӗрентнӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Чун пӳрен Турӑ та пур имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех