Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗп (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара, ӑна ҫирӗппӗн кӑна ыталаса илӗп те, каҫарӑп, — тесе шутланӑ вӑл.

Тогда он крепко обнимет ее и простит, так думал он.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тарӑхать хӗр ҫул ҫинче; Ун патне тепрехинче Илӗп тимӗр шапасем — Тараймаҫҫӗ, тет, вӗсем.

Тут взяла ее досада: И ни в чем мне нет отрады! Если вновь к нему пойду — Черепах двух приведу.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хуть ӑҫта пулсан та, яланах сире аса илӗп.

Где бы я ни находился, буду всегда вспоминать вас.

30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каялла килнӗ чухне Аякса каялла илӗп.

На обратном пути я заберу своего Аякса…

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ мана хӑвӑн лашусенчен пӗрне пирвайхи станцӑна ҫитме ҫеҫ парӑн, унта эпӗ ӑна хӑварӑп та теприне илӗп, ҫитес вырӑна ҫитиччен яланах ҫавӑн пек улӑштарса пырӑп.

Ты мне дашь одну из твоих лошадей, чтобы доехать до первой же станции, где я оставлю твою и возьму другую и так буду делать, пока доеду…

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вара эпӗ ҫӗнтерӳсем тӑвӑп, триумфсем илӗп, консул пулса тӑрӑп; эпӗ тронсене ҫӗмӗрӗп, халӑхсене пӑхӑнтарӑп, государствӑсене туртса илӗп

Я буду одерживать победы, получать триумфы, я стану консулом, буду сокрушать троны, покорять народы и подчинять государства…

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Тепрехинче илӗп.

— В другой раз возьму.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Урӑхран эпӗ, ҫӑмӑл килет-и, йывӑр-и, ялан-яланах санпа, сан ӑшшупа хавхаланса пурӑнӑп пурӑнан пурнӑҫра, санран чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗх, сӑпайлӑхпа ӑнланулӑх илӗп, хамра тӗлкӗшекен юрату кӑварне нимӗнле чурӑслӑхпа, хирӗҫ ҫилпе те сӳнтерме памӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту йӑпӑр-япӑрах туртса илӗп каялла!..

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепрер ҫултан, курӑн ак, машинист ятне илӗп.

Через год буду машинистом, вот увидишь.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Эпӗ ун ҫине ҫапларах хурлӑхлӑн пӑхса илӗп те: эпӗ пуп ывӑлӗ, эпӗ пӗр кунта ҫеҫ, пӗччен, анчах тӑр-пӗччен чухне ҫеҫ телейлӗ, тейӗп.

Я посмотрю на нее этак печально и скажу, что я сын священника одного и что я счастлив только здесь, когда один, совершенно один-одинешенек.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атте мана ӳкӗтлеме пуҫлӗ, анчах эпӗ алла сулӑп та калӑп: «Ҫук, ырӑ ҫыннӑм, эпир пӗрле пурӑнма пултараймастпӑр, ярах мана», — вара эпӗ ӑна ыталаса илӗп те тем пирки-ҫке французла калӑп: «Oh mon père, oh mon bienfaiteur, donne moi pour la dernière fois ta bénédiction et que la volonté de Dieu soit faite» Ҫапла шухӑшласа илсен, эпӗ, тӗттӗм чӑланта арча ҫинче лараканскер, уласах йӗрсе яратӑп.

Папа станет просить меня, но я махну рукой, скажу ему: «Нет, мой друг, мой благодетель, мы не можем жить вместе, а отпусти меня», — и я обниму его и скажу ему, почему-то по-французски: «Oh mon père, oh mon bienfaiteur, donne moi pour la dernière fois ta bénédiction et que la volonté de dieu soit faite»! И я, сидя на сундуке в темном чулане, плачу навзрыд при этой мысли.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ун чухне хам ҫине инкексем йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн чӗрӗ юлӑп тата хӑҫан та пулин вӗсем ҫинчен лӑпкӑн аса илӗп тесе шухӑшлама пултарнӑ-ши вара?

Неужели в то время я мог бы думать, что останусь жив после всех несчастий, постигших меня, и что придет время, когда я спокойно буду вспоминать о них?..

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ман ывӑл батрак пулмалла мар тивӗҫе ҫӗнсе илӗп эпӗ…

А когда кончится война, я добьюсь, чтобы сын мой не стал батраком…

5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хана эп хам кӗтсе илӗп.

Я сама приму хана.

Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.

— Сыхлан, Мексикӑри йӗке-хӳре чӗппи, — тесе хунӑ Денни, кулакан тутисем витӗр, — эпӗ санӑн мӗнпур шӑнӑрусене кӑларса илӗп!

— Ну ты, мексиканский крысенок, — прошипел Дэнни, не переставая улыбаться, — сейчас я вышибу из тебя дух!

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

«Тен, переменӑра Петьӑран задача ҫырса илӗп…»

«Может, на перемене спишу задачу у Пети…»

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Вӗсем патӗнче хамӑрӑннисене кӗтсе илӗп, терӗм.

— Там и дождусь своих.

XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Эпӗ аннерен хамӑн пысӑк пуканене ыйтса илӗп

Я попрошу у мамы моих больших кукол.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Эпӗ сана унӑн кӗнекисене ҫырӑнса илсе парӑп, халь ҫук-ха манӑн, эпӗ кӗпӗрнерен ҫырӑнса илӗп.

Я тебе выпишу его книги, у меня нет сейчас, я выпишу из губернии.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех