Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗп (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп сана аякри ҫӗр-шывра та пулин час-часах аса илӗп.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле илӗп эпӗ Чалӑма — Каламастӑп сире халлӗхе.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Парӑр эсир мана тӗкӗрҫсем, Парӑр эсир мана хӗҫ-пӑшал, Вара эп илӗп пӗр каҫрах Эсир илмен Чалӑм хулине.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хам пата илӗп сана ӗҫлеме — театра-и е больницӑна.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп ыран Шупашкара тухса каятӑп, часах сана та чӗнсе илӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чунна илӗп каламасан! — урса кайса, хӗрӗ ҫумӗнчен шӑрҫа ҫыххине татса ывӑтрӗ кантӑкран.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ юратакан ҫын евӗр кӑтартӑп хама, сирӗн ӳтӗре илӗп, мӗншӗн тесен вӑл селӗм, тӗрӗсне калатӑп — мана илӗртет; ҫакӑ кирлӗ-и сире?

Хотели бы вы, чтобы я притворился любящим и взял ваше тело, потому что оно прекрасно и, скажу правду, — влечет меня?

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Итлерӗм те — Дюрокӑн кашни сӑмахне яланлӑхах ас туса юлтӑм, анчах пӗтӗмпех ҫырса кӑтартмастӑп, унсӑрӑн ҫулсен тӳпемӗнче ҫав сехете каллех уҫҫӑн аса илӗп те — манӑн, ахӑртнех, пуҫӑм ыратма пуҫлӗ.

Я слушал — и каждое его слово запоминал навсегда, но не буду приводить всего, иначе на склоне лет опять ярко припомню этот час, и, наверно, разыграется мигрень.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Маузера вӗлтӗрен ӑшӗнчен илӗп те чӳречерен решетке витӗр парӑп.

Подниму маузер и суну его через решетку.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ыран ӑна эпӗ хамах килсе илӗп.

— Я завтра сам заберу его отсюда.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Малашне ман патӑма текех двойкӑсем илсе килнӗ ан пул, эпӗ матросне мӗнне те пӑхса тӑмӑп, хӑлхуна пӑрса татӑп, хытӑ хӗртсе илӗп.

Ты чтобы у меня двоек больше не приносил, а то не посмотрю и на матроса — выдеру.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Юрӗ, шута илӗп.

Замечу это.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Таврана эп илӗп ҫавӑрса, Юрӑпа эп кӳрӗп витӗм.

Куҫарса пулӑш

Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 15–16 с.

Эп сана кӗтсе илӗп, — терӗ Валет уйрӑлас умӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран сана… тата ывӑла килсе илӗп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ вара заявленисем ҫине начальника алӑ пустарӑп, ӗҫе пуҫӑнма унран ирӗк илӗп.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Негр хӗрӗсемпе урамсем тӑрӑх хамах ҫӳрӗп… пӗтӗмлетсе каласан, пурне те хам ҫине илӗп, — анчах унӑн вӗсемпе арлӑ-арӑмлӑ пек, пӗр вырӑн ҫине выртмалла пулать, ача ҫуратмалла «выляма» тӳр килет эппин…

Я буду сам ходить по улицам с негритянками… вообще я всё сделаю сам, он должен позаботиться только о том, чтобы родились дети…

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Ку ҫылӑха эпӗ хам ҫине илӗп.

Уж я возьму этот грех на себя.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Мана сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ пулсан, эпӗ каллех сире чӗнсе илӗп.

— Когда мне нужна будет помощь, я опять обращусь к вам.

XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Хӑҫан та хӑҫан хам пурлӑха ҫав усал Мордкӑран тӳлесе илмелӗх укҫа ӗҫлесе илӗп, ҫавӑн чухне тин таврӑнӑп.

— Как только заработаю денег, чтобы выкупить свое добро от этого проклятого Шиндера.

II // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех