Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, паян шыва кӗнӗ чух ӑнсӑртран пӑхса илӗ те вӑл хӑй тӑрӑххӑн — курӗ, хак парӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чи хаклӑ та чи шелсӗр ҫын пур кунта: телейлӗ тӑвӗ е халичченхи ырлӑх туйӑмне те туртса илӗ, хитрелетӗ е илемсӗре хӑварӗ, хавхалану кӳрӗ е чи таса ӗмӗтӗн ҫунаттине те хуҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сире кӑҫалхи ҫу кунӗсенче кану тата сывлӑха ҫирӗплетмелли 315 организаци хапӑл туса кӗтсе илӗ: шкул ҫумӗнчи 289 лагерь, халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен 10 организаци, хула тулашӗнчи 16 стационарлӑ лагерь.

Для вас этим летом распахнут свои двери 315 организаций отдыха и оздоровления: 289 пришкольных лагерей, 10 организаций социального обслуживания населения, 16 стационарных загородных лагерей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Паянтан пуҫласа кашни ҫуралакан ача больницӑран тухнӑ чухне ҫакӑн пек парнене илӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Хӑшӗ-пӗри пособи, дотаци, ҫӑмӑллӑх, страховка е дивиденд илӗ.

Некоторые могут стать получателем пособия, дотации, льготы, страховые возмещения, дивиденды и так далее.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сана Тимофеев савӑнсах пулӑшӗ, хӑй ертсе пыракан пӗрлешӗвех ӗҫе илӗ тен.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Тен, вӑл ӑна хӑйпе пӗрле Улатӑра илӗ, ура ҫине тӑма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша сире хисеп туса кӗтсе илӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Тен, Пинер те мана хӑйпе пӗрле илӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кур-ха, темӗнле мӑйӑхсӑр чӗчӗ ачи пӗтӗм чапа хӑйне илӗ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ак ӗнтӗ Пурис халь-халь арҫын патне пашкаса, пӑсланса, ыткӑнса пырса ҫитӗ, тен, хӑй савӑнӑҫне пытараймасӑр, ӑна ҫупӑрласа та илӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак хӗр сассине Марук таҫтан та уйӑрса илӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшасси малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырӗ, кӑҫал 2 пинрен кая мар ҫемье пулӑшу илӗ.

Будет продолжена господдержка семей в улучшении жилищных условий, в этом году – не менее 2 тыс. семей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑйне хӑй вӑл ушкӑнран юлнӑ аманнӑ акӑш чӗппи пек туйрӗ; вӑл, хуҫӑк ҫунатлӑскер, янкӑр уҫӑ тӳпене тек ҫӗкленеес ҫук ӗнтӗ; ӑна кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑманлӑ шартлама сивӗ хӗл кӗтет; мӗнле йӑл илӗ вӑл, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ кайӑк чӗппи?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑмӑл-туйӑм сире ярса илӗ.

На этой неделе находитесь во власти своих эмоций.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вут-кӑвар кӳршӗ киле хыпса илӗ

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кам илӗ ӑна!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех поселокри Илларионов, К.Маркс урамӗсенче тротуарсене йӗркене кӗртессине те Транспорт министерстви асӑрхава илӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Тен, хӑшӗ-пӗри публицистика е литература енне туртӑм пуррине туйса илӗ, вӑл енсемпе ытларах аталанӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Тен, Санарпуҫӗнче вӗренекенсенчен те хӑшӗ те пулин ҫитӗнсен ҫак кӑсӑклӑ профессие суйласа илӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех