Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтмӗш сăмах пирĕн базăра пур.
илтмӗш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илтмӗш пул киревсӗр, тивӗҫсӗр сӑмаха, курмӑш пул вӗсем хуҫкаланнине.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Малтанах вӑл илтмӗш пулса ирттеркелерӗ, анчах, куҫ умӗнчех сӑмахлама пуҫласан, хӑй те хирӗҫ тавӑра пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Татьяна ҫак сӑмахсене те илтмӗш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Илтмӗш пулса тӑр.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кама? — илтнӗскерех илтмӗш пулчӗ Маюк.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗр-пӗрин хушшинче сӑмах ваклакаламалли тупӑнсан та илтмӗш пулса тулалла тухса пӑрӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Хӗр хӳхленине Таранов илтмӗш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку сӑмахсене илтмӗш пултӑм:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫамрӑксем Укапи карчӑк элекне те, ват хӗрарӑмсем мӑкӑртатнине те илтмӗш пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Андрей илтмӗш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Вӑл, эпӗ каланине илтмӗш пулнӑн, калаҫса-кулса, Андрейпе иксӗмӗре сӗтел хушшине лартсах хӑна тума пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Упӑшкам тем мӑкӑртатрӗ пулас, эпӗ илтмӗш пултӑм — кашта ҫинчи чӑхсене шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Вӑл каланине эпӗ илтмӗш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Хӗр каччӑ сӑмахне илтмӗш пулать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Итле-ха, пӗр станок ҫинчи ӗҫе мӗн вӑхӑт хушши улӑштаратӑн эсӗ? — наладчик сӑмахне илтмӗш пулса лӑпкӑн пӑхрӗ ун ҫине мастер.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ванюк, зоотехник сӑмахӗсене илтмӗш пулса, хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, кӑштахран вӑл вӗсене хуса ҫитсе Ленӑна хулӗнчен ҫепӗҫҫӗн тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Илтмӗш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Тимӗрҫӗ унӑн сӑмахӗсене илтмӗш пулчӗ.

Кузнец притворился, что не слышит.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ курмӑш, илтмӗш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

— Вӑт ҫав Марфа сӑвӑ ҫырнине эпӗ ӑнсӑртран ҫеҫ пӗлтӗм, — терӗ Кӗҫтук, тусӗ каланине илтмӗш пулса.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех