Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмелли (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа, ӗҫӗ-хӗлӗ питӗ пуян, ыттисен те ку ҫамрӑксенчен тӗслӗх илмелли пур.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 4 вӗренӳ учрежденийӗ хӑна кӗтсе илмелли индустри валли кадрсем хатӗрлет.

В настоящее время в нашей республике кадры для индустрии гостеприимства готовят 4 образовательных учреждения.

Культарӑпа искусствӑсен институчӗ туризмпа музеологи валли кадрсем хатӗрлесшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33593.html

Тахҫанхи туссемпе тӗл пулни - аса илмелли сӑлтав кӑна.

Встреча со старыми друзьями — это лишь дань воспоминаниям.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пӳртре ман илмелли япаласем пурччӗ.

— Мне бы взять кое-что из дома…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗсенчи клиент службисен ӗҫне йӗркелесе пыракан управленин начальникӗн ҫумӗ Инна Петрова Пенси фондӗнчен пулӑшу илмелли алгоритма тӗплӗн ӑнлантарнӑ, электрон майпа пулӑшу илесси меллӗ пулнине палӑртнӑ, заявленисӗрех паракан пулӑшусем ҫинчен каласа панӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Финанс пӗлӗвне ӳстерни усӑллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%84%d0%b ... bb%d0%bba/

Хуҫалӑхсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, пуҫтарса илмелли пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Йӗпе ҫанталӑк чӑрмав кӳрет // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d0%b9e%d0% ... %b5%d1%82/

«Ӗҫ-пуҫсем кун пӗк пырсан магазина эпӗ ҫитес ҫул та уҫаймастӑп», — тет Хайрулла асӗнче ултӑ чурашӑн турккӑ хуҫисенчен илмелли укҫине шутласа.

«Если и дальше дела так пойдут, мне и в будущем году не видать лавки как своих ушей», — думает Хайрулла, подсчитав барыш, который он получит с турка-хозяина, если доставит, конечно, ему этих шестерых рабов.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Арҫын ача пулсан — татахчӗ тейӗпӗр, ӑна ят ҫӗрӗ — тырӑ туса илмелли ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ, Укка, упӑшкинчен кулнӑ пек темелле-и е такама сӑмах панӑ пек-и, вӗҫӗмех, умлӑ-хыҫлах хӗр ача — хӗр ача — хӗр ача ҫуратса тӑрать.

Ладно б если мальчики были, куда ни шло, за них дают земельный надел для выращивания зерна, но Укка, будто смеется на мужем, будто обещала кому-то только девчонок и рожает.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ӑна мӗн аса илмелли пур!

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑк каччӑн бригадӑна ҫитсен тулашса илмелли тепӗр сӑлтав тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑн пекех Герман Николаевич Крылов, Василий Михайлович Данилов хӑйсен ашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, вӗсенчен нумай тӗслӗх илмелли ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

2006 ҫулта ҫӑмӑллӑх кредичӗ илсе Европа технологийӗпе ҫулталӑкра 500 тонна сысна какайӗ туса илмелли комплекс хута кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Иккӗмӗш тӗслӗхӗнче ашшӗ-амӑшӗн килӗшӗвӗ кирлӗ, шута илмелли сӑлтав - психологипе медицина, педагогика комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Унта вара унӑн паллӑ ӗҫӗсене тӑтӑшах асӑнса, пурнӑҫ саманчӗсене те чӗртсе, вӗсене тепӗр хут сӑнаса-тишкерсе, пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (паян-ыран пенси илмелли куна ҫитсенех вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ!), ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсене, вӗрентӳри ӑс-хакӑлпа ҫыхӑннисене тивӗҫлипе хаклӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

Вӗсен аса илмелли, чӑнах та, ҫав тери нумай.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Ун ертӳҫи Юрий Никитин каланӑ тӑрӑх, Чӑваш автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнӑ, Сӑрпа Хусан хӳтӗлев сооруженийӗсене тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май сирӗн аса илмелли нумай-и?

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Хӑвӑра хӑтлӑ туяс тесен халӗ сирӗн ҫӑкӑрлӑх мӗнле ӗҫлесе илмелли пирки шутламалла.

Чтобы гармонично ощущать себя в данное время, вы должны подумать как заработать.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малашне хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене субсиди илмелли килӗшӗве хут ҫинче алӑ пусса пама пултарӗҫ.

В дальнейшем самозанятые могут подписывать соглашение о получении субсидии на бумаге.

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене хут ҫинчех алӑ пустарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32997.html

Шкула пуҫласа килекен 17 пин ачашӑн ҫак кун пурнӑҫри ҫӗнӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӑн, вун пӗрмӗш класра вӗренекен пилӗк пин ҫамрӑкшӑн вара – шкул программине алла илмелли вӑхӑтӑн юлашки сыпӑкӗн пуҫламӑшӗ пулса тӑрӗ.

Для 17 тысяч первоклассников этот день станет новым большим и важным этапом в жизни, а для пяти тысяч одиннадцатиклассников — финальной ступенью освоения школьной программы.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Эсир хӑвӑра кирлине илмелли ҫӗнӗ меслетсем тупатӑр.

Вы увидите, что вы сможете найти новые и изобретательные способы получить то, что вам нужно.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех