Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иличчен (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алла аттестат иличчен икӗ ҫула яхӑн ҫеҫ юлнӑ пулин те, маттур хӗрача юратнӑ учителӗсене, ашшӗ-амӑшне, ҫывӑх ҫыннисене хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе татах та савӑнтарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Такӑнса ӳкет, анчах куҫ хупса иличчен тенӗ пек ури ҫине тӑрать те малалла талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Куҫ хупса иличчен тенӗ пек вӗлтлетсе иртсе каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Полина Ревлен Петрович ӑнланса иличчен унран вӗҫерӗнчӗ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫуркунне-и е хӗлле, кӗркунне-и е ҫулла, пӗр-пӗр асамлӑ кун е каҫ хӗрӗн е каччӑн чӗрине шӑппӑн ҫеҫ пырса шаккать те хуҫийӗ те сиссе иличчен чӗре ҫумне йӑпшӑнса кӗрет, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илсе тыткӑнласа лартать, ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫапла каларӗ те, эпӗ мӗн пулнине тавҫӑрса иличчен, ман сӑмса умӗнчех гостиница алӑкне шалт! хупса, кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫынсем ӑнланса иличчен: — Эй, кам урапи ку? Атьӑр, тиес! Парома тытса тӑрас мар! — текелесе шавлӑн калаҫса, Макҫӑм урапана туртинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑй ҫитнӗ таран, кум, лаша иличчен пулӑшас пулать.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем туртса иличчен хам ирӗкпе парас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Упӑшки ӑна-кӑна тавҫӑрса иличчен, арӑмӗ васкасах вӗренӗн тепӗр вӗҫне мачча кашти ҫумне ҫапнӑ ункӑран тирчӗ, ӑна кӑрӑлтаттарса туртма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тавара иличчен малтан укҫине тӳлекенччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пур ҫавӑн пек услови, сӗт суса иличчен, чи малтан хатӗрленӳ тапхӑрне пӗтӗмпех робот туса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Хусана иличчен кайнӑччӗ эп пӗрре, хама та кӑшт ҫеҫ тӳпелесе кӑларса ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей мӗн тумаллине тавҫӑрса иличчен хан хӗр ача ҫине сарлака юркав ывӑтрӗ, иккӗн ӑна аллисене каялла хутлатса ҫыхса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулталӑк каялла, вырӑссем Хусана иличчен кӑшт маларах ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ту енчи халӑха вӑл Хусана иличчен вырӑссемпе пӗрлешсен пирӗн государь Иван Васильевич ҫӑмӑллӑхсем панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана иличчен ялта ун пирки урӑхларах калаҫнине те сахал мар илтнӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай куҫ хупса иличчен пӳрте чупса кӗчӗ, ҫиллес сӑнпа, аллинчи чӗн пушшипе Шигалей умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай тепре куҫ хупса иличчен мӑрса хӑйӗн йӗнерленӗ учӗпе юнашар юн юхтарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусана иличчен пире пурсӑмӑра та леш тӗнчене ӑсатса пӗтермест-и вӑл? — шикленерех ыйтрӗ Воротынский.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех