Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

залалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сире те, Эльвира, каникула таврӑннӑ ятпа саламлатӑп, — терӗ вӑл, залалла иртнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Юлашкинчен хайхискер юрлайми те, ташлайми те пулчӗ: «Ах, эп ӳсӗрӗлсе кайрӑм-ҫке, ман ҫывӑрмалла», — терӗ те тайкалана-тайкалана залалла сӗнкӗлтетрӗ, унти диван ҫине хутланса выртрӗ: «Астӑвӑр, мана чӗрне хурипе те ан тӗкӗннӗ пултӑр!» — терӗ те выртнӑ-выртманах ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пире хӑш тӗлте шыраса тупасси пирки сӑмах татсан Ботвель пуҫне сулчӗ те ҫаврӑнса тӑрса залалла тӗмсӗлчӗ, унтан пӳрнисемпе шаклаттарчӗ, ҫавӑтӑнса тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнӗ патнелле йывӑррӑн та тикӗссӗн утса кайрӗ.

Условившись, где разыщет нас, он кивнул и, круто повернувшись, осмотрел зал; потом щелкнул пальцами, направляясь к группе стоявших под руку женщин тяжелой, эластичной походкой.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Касса чӗнтӗрленӗ юман алӑк икӗ ҫутӑллӑ залалла уҫӑлать.

Резная, дубовая дверь отворялась в двусветную залу.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ маскӑсем тӑхӑннӑ ачасен вӑрӑм колонни залалла кӗрет.

Длинная колонна разнообразно замаскированных ребят уже вступала в залу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Саша ҫук куҫлӑхне тӳрлетсе илчӗ те ним тума аптӑранӑн залалла — Заикин сасси илтӗннӗ еннелле мар, хӑйпе юнашар ларакан Катонин ҫинелле пӑхрӗ.

Саша, к которому относился вопрос, поправил на носу отсутствующие очки и посмотрел растерянно не в зал, откуда прозвучал голос Заикина, а на сидевшего рядом с ним майора Катонина.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тархасшӑн, иртӗр… — вӑл хӑна умӗнчен аяккарах пӑрӑнса аллипе залалла иртме кӑтартрӗ.

Прошу, проходите… — посторонился, движением руки приглашая гостя в зал.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Володя халӗ никама та ӑмсанмасть, вӑл хаваслансах чаршава икӗ еннелле уҫать те, ҫавӑнтах залалла пуҫ таякан телейлӗ, хӗрелсе кайнӑ Светланӑна ҫутатма хӑйӗн хунарне тытать.

И Володя, уже никому не завидуя, восторженно раздирал надвое занавеси и тут же хватал свой фонарь, чтобы осветить кланявшуюся в зал счастливую, румяную Светлану.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Училще инспекторӗн алӑкӗ шӑпах ҫак залалла тухнӑ.

А инспектор училища, дверь кабинета которого выходила в этот зал, обычно имел тонкий слух.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Лешсем вара кавир сарнӑ картлашкасемпе хӑпарса пысӑк залалла иртнӗ.

Они проходили по устланной коврами лестнице в большой зал.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Эп пӑхатӑп та халь залалла, куратӑп, пӗлетӗр-и, сиртен аллӑ проценчӗ мана юратать, тепӗр аллӑшӗ — вуҫех урӑхла, значит, юратмасть».

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех