Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

закон сăмах пирĕн базăра пур.
закон (тĕпĕ: закон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурне те закон тӑрӑх тумалла тата тӑруках пурте мӗнпур кӳренӳсемшӗн тавӑрмалла пултӑр.

Надо, чтобы все по закону было и чтобы все разом рассчитались с ним за обиды.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн Хань Ай-чжэн хӗрне курсан, закон айӑплакан ӗҫ тума шутларӑм.

Увидев его дочь Хань Ай-чжэн, я хотел совершить караемое законом преступление.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑҫта пур ҫавӑн пек закон?

откуда такой закон?

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Закон та, хаҫатсем те, наука та вӗсенчен, пурте вӗсенчен килет.

От них и законы, и газеты, и науки — всё от них.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑнӑҫу тени — ун пек ҫынсен ӗҫченлӗхрен мар, талантран та мар, часрах урӑх сӑлтавран килме пултарать: вӗсем, Игнат пек ҫынсем, ӑшчикре иксӗлми вӑй-хал капланса тӑнипе, хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫлас ҫул ҫинче мӗнле меслет суйласа илесси ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те, ун пек тума пӗлмеҫҫӗ те вӗсем, — вӗсемшӗн пулсан, хӑйсен кӑмӑлӗ мӗскер хапсӑнать — ҫавӑнтан ытла закон та, йӗрке те ҫук.

Удача была — не потому, что они талантливы и трудолюбивы, а скорее потому, что, обладая огромным запасом энергии, такие как Игнат по пути к своим целям не умеют — даже не могут — задумываться над выбором средств и не знают иного закона, кроме своего желания.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сирӗн пӗрех мӗнле те пулин закон пулмалла.

У вас должна быть какая-то законность.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Мӗнле закон тӑрӑх эсӗ мана савӑт-сапа ванчӑкӗсем ҫинче чӗркуҫлентерсе тӑратрӑн?

— А как ты заставил меня стоять на осколках битой посуды?

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ведущие мӗн тума хушни — ведомӑйшӑн закон пулса тӑрать.

Приказ ведущего — закон для ведомого.

3. Ведущипе ведомӑй // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Директор гимнази советне пухнӑ та Дурова пӗр сӑмахсӑрах «закон божипе экзамен тунӑ вӑхӑтра патшасен портречӗсем умӗнчех хӑйне тӑрлавсӑр тытнӑшӑн» гимназирен кӑларнӑ.

Директор созвал совет гимназии и без лишних слов исключил Дурова из гимназии «за бестолковое поведение при портретах царей во время экзамена по закону божию».

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Закон божипе начар вӗренет.

По закону божию плохо учиться.

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫакӑн ҫинчен вӗрентекен предмета вара «закон божий» тенӗ.

А предмет, который учил об этом, называли «закон божий».

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Экзамен «закон божий» тӑрӑх пынӑ.

Шел экзамен по «божьему закону».

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑна мӗн ыйтни — закон.

Желание гостя — закон.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Татти-сыпписӗрех вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳренипе пирӗн партизансен ерипен ҫирӗп закон пулса ҫитрӗ: маршсем тунӑ чух каҫхине, сӗм-теттӗм пулса ҫитсен ҫеҫ похода тухмалла; кӑнтӑрла вӑрманта е ҫынсем сахал пырса ҫӳрекен ялсенче канса тӑмалла; хамӑр умра тата аякра мӗн пулса пынине ҫирӗп пӗлсе тӑмалла; пӗр ҫулпала е пӗр еннелле нумай вӑхӑт хушши каймалла мар; тӳрӗ ҫулсем вырӑнне кукӑр-макӑр ҫулсемпе ҫӳреме тӑрӑшмалла; тавра ҫулсемпе петлесем туса ҫӳреме хӑрамалла мар; тӑшманӑн пысӑк гарнизонӗсем тӗлӗнчен иртнӗ чух заслонсем тӑратса тухса хӳтӗленсе пымалла; пысӑк мар гарнизонсене, засадӑсене тата заставӑсене пӗр ҫын юлмичченех пӗтерсе тӑкмалла; ҫулта пынӑ чух хӑть мӗн пулсан та строя пӑхмалла мар, ретсенчен никамӑн та тухмалла мар; тӑшман килсе тапӑнас пулсан икӗ минутранах йӗри-тавралла оборона йышӑнса пӗтӗм хӗҫпӑшалран тӑшмана персе тӑма хатӗр пулмалла.

За время маневренных действий у нас постепенно выработались свои железные законы партизанского марша; выступать в поход с наступлением темноты, а при дневном свете отдыхать в лесу или в глухих сёлах; знать всё, что делается далеко впереди и по сторонам; не идти долго в одном направлении, прямым дорогам предпочитать окольные, не бояться сделать крюк или петлю; проходя мимо крупных гарнизонов врага, прикрываться от них заслонами; небольшие гарнизоны, заставы, засады уничтожать без остатка; ни под каким видом не нарушать в движении строй, никому не выходить из рядов; всегда быть готовыми к тому, чтобы через две минуты после появления врага походная колонна могла занять круговую оборону и открыть огонь на поражение из всех видов оружия.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах парти приказӗ — закон.

Но приказ партии закон.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӗсене кашни кун сӗрсе ҫемҫетес пулать, — ку вӑл закон.

Они должны быть смазаны — это закон.

Уяв парнисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Проскрипци — граждансене нимӗнле правасӑр тата закон хӳттисӗр хӑварни, ҫавӑн пек граждансен списокӗсене (проскрипци списокӗсене) пурне те пӗлтерме ҫырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Тата вӑл союзниксене римлянсен граждан правине парасси ҫинчен закон проекчӗ тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Тартарӑн ҫунтаракан ҫулӑмӗн ячӗпе тупа тӑватӑп, эпир те римлянсене закон тулашне тӑратӑпӑр, эпир те вӗсем ҫине таса мар выльӑх ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑнӑр!

Клянусь пожирающим пламенем Тартара, пусть будет так, но и мы, гладиаторы, поставим римлян вне закона, мы тоже будем смотреть на них, как на грязных животных.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пире, гладиаторсене, римлянсем закон тулашӗнче тесе шутлаҫҫӗ.

Значит за вами, гладиаторами, римляне не признают человеческих прав!..

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех