Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫулӑн икӗ айккипе ешӗрсе тухнӑ «турамӑш» курӑкӗнчен сарӑлнӑ пылак шӑрша ҫӑтса тӑранмалла мар.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗри юн тӑкӑннӑ тӗлте Ӳсен-тӑранӗ чечекленӗ, Хура вӑрманӗ пӗлӗте Уявлӑн ешӗрсе ҫӗкленӗ.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ешӗрсе Ларать уйра кар шӑтнӑ тырӑ, Ҫаран ҫинче те ҫӗкленсе Ӳсет ҫӗн курӑк — йӑвӑ, ырӑ.
II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Июнь — ҫуллахи чи капӑр уйӑх, ҫак вӑхӑтра пӗтӗм уй-хир, улӑх-ҫаран чечеке ларать, ҫеҫке ҫурать, пӗтӗм ӳсентӑран ешӗрсе ҫитет.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тумтире тӑхӑннӑ чухне эпӗ ӑшӑх ҫыран хӗрринче ешӗрсе ларакан йывӑҫ тӗмӗнчен хӑраса тепӗр еннелле пӑрӑнарах тӑтӑм, те шывӗ хытӑрах пырса ҫапнипе, те эпӗ хамах йывӑҫ тӗмне сирсе пӑхнипе ҫын вилли вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑл шыв ҫинелле тухсанах, шыв юххипе ҫавӑрӑнса ҫыран хӗрринелле ҫывхара пуҫлӑрӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫырма хӗрринче кутамас юмансем ҫӑра ҫитӗнсе ларнӑ; ҫӑлкуҫӗ ҫывӑхӗнче бархат евӗрлӗ кӗске курӑк ешӗрсе ларать; унӑн ылттӑн тӗслӗ сивӗ нӳрӗлӗхне ӗмӗрне те хӗвел ҫути кӗрсе курмасть.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Ачасем ҫӑра курӑк ешӗрсе ӳсекен уҫланкӑна сиксе тухрӗҫ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шоссе икӗ енӗпе халӗ вӑрман ешӗрсе ларать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Аэродром йӗри-тавра садсем ешӗрсе лараҫҫӗ.
26. Майӑн пӗрремӗшне ют ҫӗршывра уявларӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӗсем ишнӗҫемӗн кӑнтӑр еннелле шӑвӑнӗҫ, ҫав хушӑрах вӗсене шарлак шывсене шӑнтса, кунсене кӗскетсех пырса хӗл хӑваласа ҫитме тӑрӑшӗ, вӑл вӗсене вӗсем Гудзон шывӗ тинӗс урине юхса кӗнӗ тӗле, йывӑҫсем хӑйсен турачӗсене саркаласа ешӗрсе ларнӑ ҫӗре, апат-ҫимӗҫ тупма май пур вырӑна ҫитичченех хӑвалӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пит хурланмалла пекчӗ; карташӗнче праҫник кунӗ йӑлтӑртатса тӑрать, ҫуртӑн крыльцине, хапхана ҫамрӑк хурӑнсемпе капӑрлатнӑ; кашни тумба ҫумнех чӗрӗ вӗрене, пилеш турачӗсене ҫыхса лартнӑ, пӗтӗм урам савӑнӑҫлӑн ешӗрсе тӑратчӗ, пурте пит ҫамрӑк, ҫӗнӗ; иртенпех мана ҫурхи праҫник нумайлӑха килсе ҫитнӗ пек, ҫак кунтанпа пурӑнӑҫ тасарах, ҫуттӑрах, савӑнӑҫлӑрах пулса каяс пек туйӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун тавра шӑлан йывӑҫӗ ешӗрсе ӳсет.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сивӗ Архангельск патӗнчен кунта янӑ ачасене улмуҫҫисем, груша йывӑҫҫисем, сливӑсем, иҫӗм-ҫырли кунта ытла та илемлен чечекленсе, ешӗрсе ӳснӗн туйӑннӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Донӑн леш енче саралма пуҫланӑ салху вӑрман хумханать, тирек ҫулҫисем ҫаралнӑ, юмансем ҫинчен картлашкаллӑ сайра ҫулҫӑсем тӑкӑнаҫҫӗ, ҫирӗк йывӑҫҫи кӑна мухтанчӑклӑн ем-ешӗлех ешӗрсе ларать, хайӗн иксӗлми пурнӑҫ хӑвачӗпе витӗр куҫлӑ чакаксене савӑнтарать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Йывӑҫсем сип-симӗс ешӗрсе лараҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1