Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ертӳҫисемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ эрнере Хусанта республикӑри вырӑнти муниципалитетсен Канашӗн II съездӗнче Тутарстанӑн патшалӑх власть органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле делегатсем вырӑнсенче ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

На прошлой неделе в Казани на II съезде Совета республиканских местных муниципалитетов руководители органов государственной власти Татарстана совместно с делегатами обсудили эти и другие вопросы, связанные с работой на местах.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

— Мускавра Правительство сехечӗсемсӗр пуҫне министерство ертӳҫисемпе, вице-премьерсемпе йӗркелекен тӗлпулусен институчӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Эпӗ республикӑри министерство-ведомство ертӳҫисемпе ҫивӗч ыйтусене татса парас тата Чӑваш Ене хушма укҫа-тенкӗ илсе килес тӗллевпе ҫыхӑнсах тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Эпир «КамАЗ» тата Тутарстан Республикин ертӳҫисемпе 2008 ҫулӑн III кварталӗнче компание ку тӗлӗшпе пулӑшасси тата патшалӑх тӳпи шутӗнчен унта хушма акцисем вырнаҫтарасси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр, – пӗлтернӗ форумра Герман Греф.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пурпӗр промышленноҫ ӗҫӗ ӳсӗмлӗ», — кӑмӑллӑн палӑртрӗ ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата хуласемпе районсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлӑва уҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пынипе республика Правительствин членӗсемпе, федерацин тата хула округӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе ӗнер иртнӗ ларӑвӑн кун йӗркинче виҫӗ ыйту пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ӗҫтешсемпе, министерствӑсемпе ведомствӑсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле граждансен сӗнӗвӗсемпе хушӑвӗсене тӗплӗн тишкерсе пӑхса тухатпӑр тата вӗсене пурне те пурнӑҫласа пыратпӑр.

С коллегами, руководителями министерств, ведомств и органов местного самоуправления мы обстоятельно рассматриваем и выполняем все наказы и пожелания граждан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республика Правительствин членӗсемпе, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вырӑнти тытӑмӗсен тата хула округӗсен ертӳҫисемпе ирттерекен планеркӑна ӗнер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑшпӗр йышӑнупа килӗшӳллӗн 2016 ҫулта федераци бюджетӗнчен пирӗн республикӑна 4 млрд ытла тенкӗ куҫмаллине, ҫав нухратран хӑш тытӑма мӗн чухлӗ укҫа тивӗҫессине палӑртнинчен пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев «Победа» ОООра, «Комбайн» ЯХПКра, «Прогресс» АХОра уй-хирти ҫурхи ӗҫсене йӗркеленипе паллашнӑ, районти ял-хуҫалӑх предприятийӗсен, хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Тунтикун район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Тунтикун район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин район администрацийӗн структура поздразделенийӗсен, ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

В понедельник глава районной администрации Николай Миллин провел совещание с руководителями структурных подразделений районной администрации, сельских поселений, предприятий и организаций.

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫак кун Михаил Игнатьев банк ертӳҫисемпе те тӗл пулса калаҫнӑ.

В этот день состоялась также рабочая встреча Михаила Игнатьева с руководителями банка.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Хальхи вӑхӑтра министерство пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх район администрацийӗсен, вӗренӳ тытӑмӗн ертӳҫисемпе тӗл пулусем ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Мартӑн 9-мӗшӗнче район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов предприяти, организаци, мӗн пур харпӑрлӑх формиллӗ учреждени руководителӗсемпе, район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе анлӑ канашлу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра министерствӑра 2015 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе, вӗренӳ управленийӗн ертӳҫисемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисем мӗнле аталаннине тишкереҫҫӗ, кашни уйрӑм муниципалитетра шкул вӗрентӗвӗн тытӑмӗн аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫак кун вӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленийӗсен органӗсен ӗҫченӗсемпе, учрежденисемпе организаци ертӳҫисемпе йӗлтӗрпе чупас енӗпе ГТО тест-тӗрӗслевне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Чи малтанах Михаил Викторович вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсемпе, район ертӳҫисемпе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех