Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

епле сăмах пирĕн базăра пур.
епле (тĕпĕ: епле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвӑр тата епле!

— А сам хорош.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле кулӑшла ҫын иккен эсир! — Ну, юрӗ, ҫавӑн пек чӗнӗр эппин.

Какой же вы чудак! — Ну, хорошо, зовите так.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ара, эсир асӑрхамарӑр та, — кӑна Лопухов питӗ салху каларӗ, унтан питӗ савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ — Ах, турӑ, епле айван эпӗ, епле айван эпӗ!

— Да, вы и не заметили, — он сказал это так грустно и потом засмеялся так весело, — Ах, боже мой, как я глуп, как я глуп!

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ах, анчах эсир, тусӑмҫӑм, мана пурӑнма епле йывӑр, хурлӑхлӑ пулнине пӗлсенччӗ.

— Ах, но если бы вы знали, мой друг, как тяжело, тяжело мне оставаться здесь.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ правилӑсем вӗрентет Верочкӑна!

Какие благоразумные правила внушает Верочке!

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле ӑслӑ, ӗҫе тӗплӗ тӑвакан ҫын, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын теме пулать!

Какой умный, основательный, можно сказать благородный, молодой человек!

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Куратӑр-и, епле аван вӗренетӗп эпӗ.

— Видите, какая я хорошая ученица.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле пултӑр-ха, Вера Павловна?

— А каков же, Вера Павловна?

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр темиҫе минутран сывмар Марья Алексевна Федьӑна кӑшкӑрчӗ: «Кала аппуна, вӗсен калаҫӑвӗ мана ҫывӑрма памасть, — ан чӑрмантарӑр мана, кайччӑр ӑҫта та пулин аяккарах. Тата ҫепӗҫрех кала, Дмитрий Сергеича ан кӳрентер: куратӑн-и, епле тӑрӑшать вӑл саншӑн».

Через несколько минут больная Марья Алексевна кликнула Федю: «Скажи сестре, что их разговор не дает мне уснуть; пусть уйдут куда подальше, чтоб не мешали. Да скажи хорошенько, чтобы не обидеть Дмитрия Сергеича: видишь, он какой заботливый о тебе».

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шаррасӑн «1815 ҫ. кампанин историне» вуласа пӑхӑр-ха — епле ӑста, епле тӑрӑшса улталанӑ Наполеон хӑйне, — кӑмӑл ҫемҫелсе каять вӗт!

Прочтите-ко «Историю кампании 1815 г.» Шарраса, — даже умилительно то усердие и искусство, с каким он тащил тут себя за нос!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле йывӑр пулнӑ пулин те, — май ҫук пекех пулнӑ пулин те, — Св. Елена ҫине ҫитмелли ҫул ҫинчи мӗнпур чӑрмавсене ҫӗнтернӗ-ҫӗнтернех!

А ведь как трудно-то было, — почти невозможно, — а сумел преодолеть все препятствия к достижению острова св. Елены!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

1 Наполеон епле чее пулнӑ пулин те, — вӗсенчен иккӗшӗнчен чылай чеерех, тата ҫавӑн пек чее пулнипе пӗрлех ун генилле ӑс-тӑн пулнӑ теҫҫӗ, — хӑйне чаплӑн, улталаса Эльба патне ҫитнӗ, ӑна унпа ҫеҫ сахал пек туйӑннӑ, инҫетерех каясси килнӗ, вара вӑл, хӑйне ултала-ултала, Св. Елена ҫине ҫитме ӗлкӗрнӗ!

А Наполеон I как был хитр, — гораздо хитрее их обоих, да еще при этакой-то хитрости имел, говорят, гениальный ум, — а как мастерски провел себя за нос на Эльбу, да еще мало показалось, захотел подальше, и удалось, удалось так, что дотащил себя за нос до св. Елены!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пуҫласса та тӳрех документсенчен пуҫланӑ, калаҫасса та епле калаҫать, «Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынна унсӑр юрамасть», тет — сайра пулаҫҫӗ кун пек тӗплӗ ҫынсем!

И с документов прямо так и начал, да и говорит-то как, «Без этого, говорит, нельзя, кто в своем уме» — редкой основательности молодой человек!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле шӑршласа тупнӑ-ши тата, — тахҫантанпах пуян хӗр тупасчӗ тесе шутланӑ пулас, — епле ҫыпӑҫнӑ пуль хӗр ҫумне!

И как пронюхивал-то, — видно, давно уж думал подыскать богатую невесту, — и, поди, чать, как примазывался-то к ней!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑнах та, епле йӗркеллӗ ҫын!

В самом деле, какой солидный человек!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле телей!

Какое счастье-то!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле ун пек телей панӑ ӑна турӑ, епле ыттисем ярса илеймен ӑна?

— Да как это бог послал ему такое счастье, да как это не перехватили другие.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле ун пек аллегори шухӑшласа кӑлартӑм-ха эпӗ, пачах кирлӗ пулман вӗт!

Как это я сочинил такую аллегорию, да и вовсе не нужно было!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун кулас килсе кайрӗ, — епле айван япала шухӑшласа кӑларчӗ вӑл ун чухне!

Ему стало смешно, — ведь какую глупость тогда придумал!

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле ӑслӑ ун ҫураҫнӑ хӗрӗ!

Какая его невеста умная!

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех