Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ентешӗмӗр (тĕпĕ: ентеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприятие ертсе пыракансем те, килнӗ хӑнасем те мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫинчен сахал мар ыррине, ҫӗннине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Мухтавлӑ ентешӗмӗр литература пӗлӗвӗн уҫлӑхӗнче те, вӗрентӳ анинче те курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Сумлӑ ентешӗмӗр тӑван шкула манмасть, килсех тӑрать, шкул пурнӑҫӗпе кӑсӑкланать, ырӑ канашпа та, кирлӗ пулсан, укҫа-тенкӗпе те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Пирӗн тӗп задача тусем хушшинче хӗҫ-пӑшал куҫаракан каравансене тытасси, засадӑсем йӗркелесси, рейдсемпе ҫар операцийӗсем ирттересси пулнӑ, — аса илет ентешӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Ҫавӑн пекех нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шелттемре сумлӑ ентешӗмӗр Вячеслав Красновӑн ятне асра тытса ирттернӗ спорт мероприятийӗн ҫӗнтерӳҫисене парнесем парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чупакансем пысӑк хавхаланупа старта тухнӑ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87%d1% ... b0-%d1%82/

Ентешӗмӗр юнлӑ вӑрҫа чунӗнчен ылханса, лӑпкӑ пурнӑҫа мухтаса ҫырнӑ сӑвӑсене вуласан, ҫакна пӗтӗм чӗрепе туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ун чухне Петӗр Хусанкай М.Захаровӑн «Юрла, чӗрем…» кӗнекине редакцилесе пӗтернӗ, Чӑвашрадио ентешӗмӗр ҫинчен темиҫе передача ирттернӗ, композиторсем хӑш-пӗр сӑввисене юрӑ хывма суйласа илнӗ — ҫаксем пурте ӑна ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Космоса парӑнтарас ӗҫе пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев, Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑннӑ космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, наука ӗҫченӗсем, регионти предприятисен специалисчӗсем курӑмлӑ тӳпе хывнӑ.

Весомый вклад в освоение космоса внесли наш легендарный земляк Андриян Николаев, неразрывно связанные с Чувашией космонавты Николай Бударин и Муса Манаров, деятели науки, специалисты предприятий региона.

Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/12/news-3538315

Пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, виҫҫӗмӗш космонавт Андриян Григорьевич Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗренпе 60 ҫул тултарнӑ ҫулталӑкра эпир вӑл ҫуралса ӳснӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл салинче ун ячӗллӗ музей комплексне кӗске вӑхӑтра юсаса ҫӗнетес ӗҫе пуҫӑнма йышӑнтӑмӑр.

В год 60-й годовщины полета нашего прославленного земляка, космонавта №3 Андрияна Григорьевича Николаева мы приняли решение в кратчайшие сроки начать реконструкцию музейного комплекса, названного его именем, в его родном селе в Шоршелах Мариинско-Посадского района.

Олег Николаев Космонавтика кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/04/12/gla ... aet-s-dnem

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ентешӗмӗр, Хӗрлӗ ҫарӑн дивизийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Чапаев пирки спектакль лартма театр артисчӗ Дмитрий Михайлов сӗннӗ иккен.

Поставить спектакль в честь соотечественника, участвовавшего в Первой мировой и в Гражданской войне, бывшего начальника дивизии Красной армии Чапаева, предложил артист театра Дмитрий Михайлов.

Чапаева асӑнса моноспектакль лартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31507.html

Хам пултарнине йӑлтах турӑм», – тесе ҫырнӑ ентешӗмӗр Инстаграмра.

Сделала все, что могла», — написала соотечественница в Инстаграме.

Лана Прусакова АПШра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/28095.html

Мускав архитектурин историне лайӑх пӗлекен Михаил Ильин писатель ентешӗмӗр пирки ҫапла ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ентешӗмӗр ҫакӑншӑн Гулагӑн хытӑ сакки ҫинче темиҫе ҫул «каннӑ», Ҫӗпӗрӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр тайгинче кӗреш кедрсене алӑ пӑчкипе касса йӑвантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Чӑваш юрри-кӗввипе пӗтӗм тӗнчене паллаштарма тӗллев лартнӑ хӑйӗн ушкӑнӗпе ҫамрӑк ентешӗмӗр Александр Айдаров (аса илтеретпӗр, унӑн йӑх тымарӗсем Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш Ҫӗпрелӗнчен).

Молодой соотечественник Александр Айдаров (напомним, что его корни из Чувашского Дрожанного Дрожанного района) вместе со своей группой поставил цель ознакомить с чувашской музыкой весь мир.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Ҫавӑн пекех Ҫтаппана тӑшман мӑшкӑлӗнчен ҫӑлса хӑварнӑшӑн та пысӑк чыса тивӗҫ Анук ентешӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑннӑ пулсан, пирӗн хисеплӗ ентешӗмӗр Антип Николаевич Николаев июлӗн 24-мӗшӗнче 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Если жил бы наш уважаемый земляк Антип Николаевич Николаев, 24 июля исполнилось бы 95 лет.

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Кашни ҫулах йӗркелекен турнира районта пуҫласа классикӑллӑ тата ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине йӗркелесе янӑ пӗрремӗш кӗрешӳҫӗсене хатӗрленӗ ентешӗмӗр Петр Георгиевич Матросов ячӗпе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

— Парти органӗсенче, патшалӑх влаҫӗн тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ ентешӗмӗр умри тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫласа, вӑй-хала шеллемесӗр Чӑваш Ен ҫыннисен ырлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн куллен тӑрӑшнӑ.

— Наш земляк, имеющий большую должность в партии и органах государственной власти выполнял стоящие перед ним задачи по велению сердца, не щадя себя, не покладая сил работал на благо чувашского народа, его стабильность.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Мухтавлӑ ентешӗмӗр 2000 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура.

Почетный земляк с 2000 года на пенсии.

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Тӗнчипе паллӑ синолога, Демидов премийӗсен лауреатне /1834, 1837, 1842, 1849/, Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн член-корреспондентне, Парижри Ази обществин чӑн членне, Раҫҫей империйӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Ази департаменчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченне Никита Бичурина /1777-1863/ хисеплесе уҫнӑ музей ентешӗмӗр Китайра ӑслӑлӑх енӗпе пурнӑҫланӑ вышкайсӑр пысӑк ӗҫӗпе паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех