Шырав
Шырав ĕçĕ:
евангелири (тĕпĕ: евангели) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Евангелири Христос пӑлхавҫӑ пулнӑ.
I // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Пӗлесех килет пулсан, вӑл евангелири Христос, канонически правон пӗр сӑмахне те пӗлмен Христос, папа декреталийӗсем ҫинчен вӑл нихӑҫан та илтмен.
I // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Хӑй шухӑшӗнче вӑл ҫав кӑрккасене евангелири фарисейсемпе танлаштарать, кӑркка чакӑлтатнине вара вӗҫен кайӑк чӗлхине тӗшмӗртекен ӑслӑ Чарсламанӑн арӑмӗ вырӑнне хурать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл пурин ҫинчен те, пурин ҫинчен те асӑнчӗ: ҫак чиркӳ ҫинчен, унӑн пӗчӗк ачисем ҫинчен, хулари ытти чиркӳсем ҫинчен, хула ҫинчен, пӗчӗк округ ҫинчен, пӗтӗм штат ҫинчен, штатри чиновниксем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чиркӳсем ҫинчен, конгресс ҫинчен, президент ҫинчен, министрсем ҫинчен, тинӗс ҫинче хаяр ҫил-тӑвӑлсем курса ҫӳрекен мӗскӗн ҫынсем ҫинчен, Европӑри монархистсен тата Хӗвелтухӑҫӗнчи деспотсен пусмӑрӗ айӗнче йынӑшса пурӑнакан темиҫе миллион чура ҫинчен, евангелири чӑнлӑх ҫутипе ҫутта тухнӑ ҫынсем ҫинчен, курмашкӑн куҫӗсем ҫук, илтмешкӗн хӑлхисем ҫук ҫынсем ҫинчен, инҫетри тинӗс утравӗсем ҫинчи тӗне кӗмен ҫынсем ҫинчен, — ҫакна пурне те вара пачӑшкӑ акӑ ҫапла хытӑ кӗлтуса вӗҫлерӗ:
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Страницăсем:
- 1