Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гимне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренекенсем ҫамрӑк «шаймуратовецсен» тупине туса хӑйсен гимне – «Шаймуратов генерал» юррине юрланӑ.

Учащиеся прoизнесли клятву юных «шаймуратовцев» и исполнили свой гимн – песню «Шаймуратов-генерал».

Республика кунӗнче 905 шкул ачине "шаймуратовецсене" халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... an-3475773

- Кӑҫалхи Пӗлӳ кунӗ РФ патшалӑх ялавне ҫӗкленинчен тата пирӗн ҫӗршывӑн патшалӑх гимне юрланинчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем урокра Раҫҫей гимне юрлӗҫ.

Согласно проекту, дети на уроке будут петь российский гимн.

Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимне юрлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31476.html

Ӑна пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисен гимне хумхантарать.

Владимира Ильича всегда волновал международный рабочий гимн.

Маяк // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Фанер хӑма ҫине Совет Союзӗн ҫӗнӗ гимне ҫыпӑҫтарса хунӑ.

На фанерной переносной доске наклеен плакат с Гимном Советского Союза.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пролетари гимне ҫавсем юрланӑ.

Они-то и пели пролетарский гимн.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Патша гимне юрласа пӗтерсен, хӑнасем каллех ларса вырнаҫрӗҫ.

После исполнения царского гимна гости вновь расселись.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Музӑк патша гимне выляса ячӗ.

Музыка заиграла царский гимн.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Сасӑсем пӑртак лӑпланнӑ хушӑра темиҫе сасӑ «Интернационал» юрласа ячӗ, анчах казаксем вӗсене пролетариатӑн гимне юрласа пӗтерме памарӗҫ, юрлакансене хӑйсен юлташӗсем хушшинчен илсе тухса, штаб пӳрчӗ хыҫнелле ӑсатрӗҫ.

Во время затишья вдруг несколько голосов из толпы осужденных громко запели «Интернационал», но им казаки не дали окончить гимна; их сразу же вывели из толпы товарищей и быстро повели за штабную избу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хушӑран хӑш-пӗр кимӗ ҫинчен юрӑҫӑн сасси ҫӗкленет, ҫав юрӑҫӑ маориецсен халӑх гимне юрласа, пусмӑрлакансене хирӗҫ кӗрешӗве чӗнет.

Порой из какой-нибудь пироги поднимался голос певца, распевающего национальный гимн маорийцев, зовущий на борьбу с угнетателями.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пульман вакунӗн алӑкӗсем уҫӑлса та ӗлкӗреймеҫҫӗ — капельмейстер аллисене хаяррӑн сулса ярать те, оркестр акӑлчансен наци гимне хӑлхана ҫурасла хыттӑн мӗкӗрттерме пуҫлать.

Не успели еще распахнуться дверцы пульмановского вагона, а капельмейстер уже свирепо взмахнул руками, и оркестр зычно дернул английский национальный гимн.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уява хутшӑннисем ҫӗршыв гимне юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Пухӑннисем ура ҫине тӑрса «Алран кайми аки-сухи» халӑх гимне юрларӗҫ.

Собравшиеся стоя исполнили народный гимн «Алран кайми аки-сухи».

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Уяв чӑвашсен йӑли-йӗркипе, ҫӗр ӗҫченӗсен гимне – «Алран кайми аки-сухи» юрра – шӑрантарнипе пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех