Шырав
Шырав ĕçĕ:
галлон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик мана хӑй кимӗпе илсе килнӗ япаласене пушатма юханшыв хӗрне ячӗ: аллӑ фута яхӑн кукуруза ҫӑнӑхӗ, пӗр пысӑк татӑк тӗтӗмленӗ какай, тарпа йӗтре, тӑватӑ галлон кӗрекен кӗленчепе виски, пӑшал авӑрлама кивӗ кӗнекепе икӗ хаҫат тата чӳпӗк илсе килнӗ вӑл.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Стюарт ҫул ҫине валли шыв илсе ҫичшер галлон кӗрекен ҫирӗмшер сӑран михӗ хатӗрленӗ, вара 1862 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче экспедицинче пыракансем, вунсаккӑрмӗш параллель урлӑ Стюарт унчченхи экспедицинчен калле ҫавӑрӑннӑ ҫӗртен каҫса, Ньюкестль-Уотер бассейнне ҫитнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫичӗ миллион тӑваткал фут йышӑнакан виноградниксем кашни ҫул ҫӗр те ҫирӗм пӗр пин галлон эрех параҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку япаласемсӗр пуҫне, эпӗ тата темиҫе ещӗк хӗрлӗ эрех, ултӑ галлон рис эрехӗ тупрӑм.Кроме того, я нашел несколько ящиков вина и до шести галлонов рисовой водки.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Страницăсем:
- 1