Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗренпе мар, антарасса та алшӑлли вӗҫҫӗнех антарчӗҫ тупӑка.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шофёрпа юнашар леш ирхине кӗске йӗм вӗҫҫӗнех урампа чупакан ҫын ларса пырать.Рядом с шофером сидит человек, который по утрам бегает в одних трусах по улице.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ӑна хирӗҫ вара сысна ҫури пек шап-шурӑ ӳтлӗ ҫын кӗске йӗм вӗҫҫӗнех чупать, анчах ҫак ҫын, Зафар тӗлне ҫитсен, кашни хутӗнчех пуҫне тепӗр еннелле парать, Зафар та ҫавӑн пек тӑвать.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ывӑлӗ ӳсӗрпе-хӗрӗнкӗпе мар, чӑнласах урӑм-сурӑм шухӑш тытнине уйласан (тен, мур шайласа пӗтерет-и, ӳсӗр-пӳсӗрӗпех те-и?), туххӑмрах шӑлт-шалт анса тӑчӗ Хвеччис аялти кӗпи вӗҫҫӗнех.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ман чи ҫывӑх начальство — кукамайӑн йӑмӑкӗ, чарма ҫук ҫилӗллӗ пит шавлакан карчӑк, ирех, пӗр ултӑ сехетрех тӑратчӗ; пит-куҫне кӑшт-кашт суса илсе, вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех турӑш умне чӗркуҫленсе ларатчӗ те, хӑй пурӑнӑҫӗ ҫинчен, ачисем ҫинчен, кинӗ ҫинчен турра нумайччен жалоба парса тӑратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Алӑк уҫнӑ хӗрарӑм килти кӗпе вӗҫҫӗнех, хӑй пит ҫамрӑках та мар, кӑтралатасшӑн ҫӳҫне хут татӑкӗсемпе пӗтӗре-пӗтӗре лартнӑскер, вӗсене лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн кӗтсе илчӗ.Пожилая женщина в домашнем платье, с папильотками на голове, встретила их хладнокровно и вызывающе.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Петкович сӗтел хушшинче аялти кӗпе вӗҫҫӗнех, нимӗҫсен «Сигнал» ятлӑ картинӑллӑ журналне пӑхса ларать.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Вӑл пальтине хывса рет умне ывӑтрӗ, хӑй кивелнӗ хура джемпер вӗҫҫӗнех юлчӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑ кӗпе вӗҫҫӗнех хресчен ачи-пӑчисем тӑра-тӑра юлаҫҫӗ; вӗсем куҫӗсене чарса пӑрахнӑ та аллисене саркаласа пӗр вырӑнта хускалми тӑраҫҫӗ е, тусан ҫинче ҫарран вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, Филипп хӑтӑрса юнанине пӑхмасӑр, экипажсем хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, хыҫала ҫыхса янӑ чемодансем ҫине хӑпарса ларма хӑтланаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хыпалана-хыпалана тӑрмаланаканскер, кӗпе тӑхӑнма та ӗлкӗреймерӗ, шыва кӗмелли хӗрлӗ костюм вӗҫҫӗнех сӑрталла пӗрӗхтерчӗ.Впопыхах она даже не надела платья, а так и полезла в своем красном купальном костюме.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫара уранах хӑй, кӗпе вӗҫҫӗнех тата аялти юбкӑпа кӑна, тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑнӑ та, вӑл сылтӑм аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле янӑ, сулахайне пырӗ тӗлне тытнӑ, тӑрать.Босая, в рубашке и нижней юбке, она стояла прямо, держа правую руку за спиной, а левую у горла.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Май уйӑхӗ кӑҫал тӗлӗнмелле ӑшӑ килчӗ, каҫ-каҫ та сулхӑнах мар, ҫавӑнпа эпӗ те ав кӗпе вӗҫҫӗнех, пиншаксӑр.Май стоит на удивление теплый, по ночам и то тепло, и я тоже в одной рубашке без пиджака.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ачисем те тем пекех ашшӗне кӗтрӗҫ, анчах урӑх сӑлтавпа: Анюкпа Машук та кӗрӗкпе сӑхмансӑр тӑрса юлнӑ, ҫавна пула вӗсен черетлӗ те пулин урама тухса кӗме май пулман пирки ҫурт таврашӗнче кӑна кӗле вӗҫҫӗнех хӑвӑрт чупкаласа ҫӳреме тивнӗ, ӑна пулах вӗсем флигельте пурӑнакансене тухса кӗрсе ҫӳреме кансӗрленӗ.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вара вӑл Ступина шанчӑклӑ вырӑна ҫитерсе хыр айне вырттарса хӑварнӑ, ҫиелтен ӑна хӑйӗн шинелӗпе витнӗ, унтан хӑй автоматне илсе телогрейка вӗҫҫӗнех ҫитес ҫӗре шуса кайнӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Хӗлле лайӑх ӗнтӗ, анчах вӑл ытлашши вӑрӑм: йывӑр тумтир, сивӗ ҫилсем йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ, пӳртрен трусикпе сандали вӗҫҫӗнех чупса тухас килет, ҫырмара шыва кӗрес, курӑк ҫинче йӑваланас, пулӑ тытас килет, — тытаймасан та инкекех мар, ун вырӑнне ушкӑна пухӑнма, ӑмансем чавма, вӑлта тытса ларса: «Шурик, санӑнне туртать пулас унта!» тесе кӑшкӑрма мӗн тери хаваслӑ!
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫывӑрнипе шыҫӑнса кайнӑ Ульсон кӗпе-йӗм вӗҫҫӗнех Маклая хирӗҫ чупса тухать:Опухший от сна Ульсон в одном белье выскакивает навстречу Маклаю:
Карап ҫине! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Салтак чӑтаймарӗ, шурӑ кальсон вӗҫҫӗнех картишне ҫарран сиксе тухрӗ те февраль уйӑхӗнчи ӑшӑтнӑ йӗпе юр ҫийӗн хӑваласа кайрӗ.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Йӗпе карттусӗпе, трусси вӗҫҫӗнех тӑраканскер, вӑл ытла та кулӑшла туйӑнчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӗсем иккӗшӗ те трусси вӗҫҫӗнех.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Ав мӗншӗн трусси вӗҫҫӗнех ҫитрӗр!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.