Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫҫӗнех (тĕпĕ: вӗҫҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн алӑка такам туртнине илтсен Марине кӗпе вӗҫҫӗнех чупса тухрӗ те ним ыйтмасӑр-тумасӑр питӗркӗчне вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нухрат вӑрмана кӗпе вӗҫҫӗнех килнӗ — ӑна пӗрре те сивӗ мар.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑпа пӗрле ун патне пӳртрен кӗпе вӗҫҫӗнех Чураппа чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ярханах хӑйсен пахчинчи мунчана хӗл кунӗнче те ҫара уран каять имӗш, ҫӑл хӗррине шыв ӑсма кӗпе вӗҫҫӗн анать, пӗррехинче каскӑн ӗнине хӑваласа хире те кӗпе вӗҫҫӗнех ут утланса кайнӑ тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем те (пӗр-иккӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗнех) алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа вутпа кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Соня, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех пулнӑскер, васкаса халат тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атӑ вӗҫҫӗнех тухнӑскер, шӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫывӑрма выртнӑ ҫынсем, пушар чухнехи пек, кӗпе вӗҫҫӗнех урамалла чупа-чупа тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марьина роща пасарӗнче вӗсем ҫӗр ещӗк ҫӑмартана ал вӗҫҫӗнех сутса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Введенски собор ҫывӑхӗнчи урамра икӗ хваттерлӗ йывӑҫ ҫуртра пурӑнакан Крапивин, кӗҫӗр ку уйӑхра пӗрремӗш хут ҫывӑрса тӑраннӑскер, сакӑр сехет тӗлнелле тин тутлӑн карӑнса илчӗ те вырӑн ҫинчен юлхавлӑн тӑчӗ, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех чӳрече патне пырса, ӑна яри уҫса ячӗ, нӳрӗ те уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ырӑ мара сиссе, Ванькка тумланса та тӑмарӗ, утиял вырӑнне витӗннӗ чаппанне уртрӗ те аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗнех чӳрече патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Батюшки, епле капла пӗр аялти кӗпе вӗҫҫӗнех таврӑнас-ха?» — шухӑшларӗ вӑл.

«Батюшки, да как же в рубашке-то вернусь?»

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Урапан кустӑрмисем ҫуммипе мӑйӑхсӑр казак ачисем пуҫӗсене чиксе утаҫҫӗ — хӑшӗсем хула пиджакӗпе, хӑшӗ кӗпе вӗҫҫӗнех, анчах пурте хӗрлӗ околышлӑ кӑн-кӑвак ҫӗнӗ картуссемпе.

У колес понуро шагали безусые казачата — кто в городском пиджаке, кто в рубахе, но все в новых, синих с красным околышем, фуражках.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Император ҫаруран, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех Хӗрлӗ площаделле тухакан чӳречесем патне сиксе ӳкнӗ.

А император, босой, полуголый, кинулся к окнам, выходящим на Красную площадь.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫывӑрса тӑранайманскер, пижама вӗҫҫӗнех кабинета кӗрсе, телефон трубки тытрӗ.

Заспанный, в пижаме вышел он в кабинет и взял телефонную трубку.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ан сӳпӗлтетӗр кирлӗ мара! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ фон Буш; спальнӑйран хӑй пижама вӗҫҫӗнех тухса тӑчӗ.

— Не мелите глупостей! — воскликнул фон Буш и прямо в пижаме вышел из спальни.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл аялти кӗпе вӗҫҫӗнех тенкел ҫинче ҫӑмлӑ кӑкӑрне пӳрнисемпе хыҫса ларать.

Он сидел на скамье в нижней рубахе и всей пятерней почесывал волосатую грудь.

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Амӑшӗ, хӑй ҫине кивӗрех ҫи-пуҫ тӑхӑннӑскер, шыва кӗпе вӗҫҫӗнех кӗрсе кайрӗ.

Мать надела на себя что попроще и прямо в одежде полезла в воду.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫара пуҫ вӗҫҫӗнех эпир сивӗ тӗтре витӗр тухса чупрӑмӑр.

С непокрытыми головами бросились мы бежать сквозь морозный туман.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Лёша пӗр самантрах диван ҫинчен сиксе тӑчӗ те мӗнле пулнӑ, ҫаплипех, трусик вӗҫҫӗнех, чӳрече патне чупса пычӗ.

Лёша мигом вскочил и, как был, в трусиках, подбежал к окну.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех