Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ уроксем паракан е панӑ ҫемьесем пурте пуян ҫынсем мар, вӗсен пӗлӗшӗсем те пурте ҫавӑн йышшисем, анчах тӑрӑшса пӑхӑпӑр.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӗп япала, вӗсен час-часах пулман вӑрӑм калаҫӑвӗсенче вырӑн питӗ сахал йышӑнса тӑраканскер, кӗске калаҫӑвӗсенче те кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑраканскер, ҫак япала вӑл вӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи туйӑм пулман, — ҫук, уяв каҫхине хӑйсен пӗрремӗш калаҫӑвӗнче пуҫласа паллӑ мар сӑмахсем калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем туйӑм ҫинчен пӗр сӑмах та каламан: ун ҫинчен калаҫма вӗсен вӑхӑт пулман; итлессинчен хӑрамасӑр калаҫмалли 2–3 минут хушшинче вӗсем урӑх япала ҫинчен калаҫса илме аран кӑна ӗлкӗрнӗ, — туйӑм ҫинчен калаҫмалӑх вӑхӑт та пулман, калаҫас та килмен, — ку вӑл Верочка хӑйӗн хӑрушӑ пурнӑҫӗнчен хӑҫан тата мӗнле хӑтӑлса тухасси пирки шухӑшлани, ҫавӑн пирки тӑрӑшни пулнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевнӑн вӗрентсе каланӑ сӑмахӗ айӗнче «тӗрӗс» тесе ҫырса, Лопухов ҫапла хушса хунӑ пулӗччӗ: «Марья Алексевна, эсир хӑвӑр йышӑннӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркесем ӗлӗкхи йӗркесенчен лайӑхрах пулсан, вӗсене тунипе савӑнакан ҫынсене эпӗ ҫӗнӗ йӗрке тумашкӑн тӑрӑшма чармастӑп; халӑх айванлӑхне илес пулсан вара, — эсир ҫав айванлӑх ҫӗнӗ йӗркесем тума чӑрмантарать тесе шутлатӑр, — вӑл, чӑнах та, ӗҫе кансӗрлет; анчах, Марья Алексевна, эсир хӑвӑр та ҫынсем час ӑслӑланмаҫҫӗ тесе тавлашас ҫук, ӑслӑланни усӑллине кура пуҫласан, ҫынсем часах ӑслӑланаҫҫӗ, ӗлӗкрех вӗсем ӑслӑланни кирлине асӑрхамасӑр пурӑннӑ; ӗлӗк вӗсен тӑнлӑ-пуҫлӑ пулмашкӑн майӗ те пулайман, ҫав мая парӑр ҫеҫ вӗсене, вӗсем вӑл майпа усӑ та курӗҫ-и, тен, — эсир ҫакӑнпа та килӗшетӗр ӗнтӗ».
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен шухӑшӗсем ытла та пӗр пек пулнӑ, ҫавӑнпа вара нумай вӗреннӗ ырӑ кӑмӑллӑ романистсемпе журналистсем тата пирӗн халӑха вӗрентекен ытти ҫынсем: «Ку Лопухов йышши ҫынсем Марья Алексевна йышши ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ» тесе тахҫанах пӗлтернӗ ӗнтӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр темиҫе минутран сывмар Марья Алексевна Федьӑна кӑшкӑрчӗ: «Кала аппуна, вӗсен калаҫӑвӗ мана ҫывӑрма памасть, — ан чӑрмантарӑр мана, кайччӑр ӑҫта та пулин аяккарах. Тата ҫепӗҫрех кала, Дмитрий Сергеича ан кӳрентер: куратӑн-и, епле тӑрӑшать вӑл саншӑн».
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӗсен тепӗр, ҫавӑн пекех сиенлӗ енӗ пур: вӗсене ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе улталама пулать.Но у них есть другой, такой же вредный вид этой слабости: они подвержены повальному обольщению.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна сӑмахӗсем нумай пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, вӗсен ӗҫӗ те унран каях пулман.Много смыслов имели слова Марьи Алексевны и не меньше того имели они результатов.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка чылайрантан тин тухрӗ; учительпе Верочка, пӗр-пӗрин хушшинче нимӗн те пулман пек, пӗр-пӗрне пуҫ тайса илчӗҫ, Марья Алексевна малалла та ҫаплах Федя ҫинчен калаҫрӗ, Унтан вӑл сасартӑк калаҫӑва учитель ҫине куҫарчӗ, ун ҫинчен, унӑн ашшӗ-амӑшӗсемпе вӗсен пурлӑхӗ ҫинчен, вӑл мӗнле пурӑнни тата мӗнле пурӑнма шутлани ҫинчен ыйтса пӗлчӗ; учитель кӗскен, тӗлли-паллисӗр ответлерӗ, — атте-анне пур, провинцире пурӑнаҫҫӗ, пуян ҫынсем мар, хам эпӗ уроксемпе пурӑнатӑп, Петербургра медикра ӗҫлеме юлатӑп, терӗ: пӗр сӑмахпа каласан, ку калаҫуран нимӗн усси те пулмарӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов йышши ҫынсен вӗсен кирек мӗнле кӳреннӗ чунсене те хӑйсем патне туртакан асамлӑ сӑмахсем пур.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак кадриле ташланӑ чухне Марья Алексевна темиҫе хутчен вӗсен умӗнчен каллӗ-маллӗ кулкаласа иртрӗ.Марья Алексевна несколько раз шмыгала мимо них во время этой кадрили.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем унпа туслашас пулсан, вара манӑн та вӗсене хӗрхенме сӑлтав пулман пулӗччӗ, вӗсен те: «ах, мӗншӗн арҫын пулса ҫуралман-ши эпӗ!» тесе калас килми пулнӑ пулӗччӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Куратӑр-и ӗнтӗ хӗрарӑмсем епле мӗскӗннине, вӗсен кашнин ырӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫланас пулсан, тӗнчере пӗр хӗрарӑм та тӑрса юлман пулӗччӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӑл эпӗ кӑмӑлсӑр пулма юратманнине асӑрхарӗ те, пӑшӑлтатса, вӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтерчӗ, халӗ ӗнтӗ ман хӗрарӑма курсанах кӑмӑл хуҫӑлать, — ҫавӑнпа эпӗ хӗрарӑмсемпе тӗл пуласшӑн мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах хӗрарӑмсенчен пӑрӑнтарас шутпа вӗсен мӗнле вӑрттӑнлӑхне каласа пачӗ вӑл сире?Но какую же тайну женщин она открыла вам, чтобы заставить вас избегать их общества?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн ҫураҫнӑ хӗр пур, питӗ кӗвӗҫ хӑй, вӑл, мана хӗрарӑмсенчен пӑрӑнтарас тесе, вӗсен вӑрттӑнлӑхне каласа пачӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укҫа умӗнче вӗсен нимӗнле туйӑмӗ те чӑтса тӑраймасть; часах вӑл сан валли каччӑ шырама пуҫлӗ, ку ӗҫ мӗнле пӗтессе турӑ ҫеҫ пӗлет; хуть те мӗн пулсан та, сире питӗ йывӑр пулӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юрӑ ӑстисем ҫуккишӗн ҫеҫ шел; итлесе пӑхма интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ: ҫакӑн пек туйӑмпа юрланине итлеме вӗсен час-часах тӗл килмен пулмалла; ытла та пысӑк туйӑмпа юрлать, артист пек мар.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн эрне иртсен — намӑс курнипе те, йытӑсем сехрине хӑпартнипе те, хӗрӗ пӑрахнипе те, вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ таҫта хӑямата кайса кӗнипе те — каччӑ сасартӑк ӳпке чирӗпе чирленӗ те вилсе выртнӑ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсен юратӑвӗ вара ҫав кунах пӗтнӗ.