Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗсемех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗне ферми туса пачӗҫ, «елочка» ятлӑ ӗне сумалли агрегат лартрӗҫ, сурӑх вити те вӗсемех майлаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсемех ӑна килне ҫитиччен ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Апла пулин те вӗсемех Ока шывӗн Цна ятлӑ юппин ячӗ (ҫакнашкал ятлӑ юханшывсенчен пӗри) урӑх майпа пулнӑ тесе пӗлтернӗ.

Однако они считали, что приток Оки Цна (одна из рек, носящих это название) другого происхождения.

Цна (Припять юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BD%D ... %BF%D0%B8)

Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лешӗ каллех чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен йӗкӗтсемпе мухтанать, пирусне те вӗсемех панӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӗсемех тата мафи ушкӑнне ҫӗнӗ ҫынна илнӗ чухне ун умне тӗрлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратса вӗсене мӗнле татса пама пултарнине сӑнаса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Чурасемпе суту-илӳ тӑвас тӗлӗшпе султансем кӑна пултарнӑ, вӗсемех ытти ҫӗрсенчен килнӗ сутӑҫсенчен хырҫӑ пухнӑ, Египетра сутӑннӑ чурашӑн пошлина илнӗ.

Султаны обладали монопольным правом работорговли, собирали налоги с прибывших торговцев и экспортные пошлины с рабов, продаваемых в Египте.

Дарфур султанлӑхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%85%D3%97

Вӗсемех тата юхан шывсене, пӗвесене, кӳлӗсене тултарса тӑраҫҫӗ.

Они же наполняют водой реки, пруды и озера.

Ҫӑлкуҫсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Фонд ҫинчен хӗрарӑма социаллӑ хӳтӗлӗх сотрудникӗсем каласа панӑ, вӗсемех фондӑн адресне панӑ — Уфари филиал Мингажев урамӗнче 107-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

О фонде женщине рассказали сотрудники соцзащиты, они же подсказали адрес, куда следует обращаться – в Уфе филиал фонда находится на ул. Мингажева, д. 107.

Пушкӑртстанра "Защитники Отечества" фонд филиалӗ вилнӗ ҫар ҫыннин ҫемйине пулӑшать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3452992

Пурте пӗлеҫҫӗ вӗсемех хӗненине.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан вӗсемех, мана юнавран сыхласа, ҫине-ҫинех асӑрхаттараҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Вӗсемех ҫырткалама та пикенчӗҫ: пӗчӗк кукӑльсене алла илчӗҫ те ҫыртса илнӗ пекки турӗҫ, ҫини-ҫими чӑмлакаласа ларчӗҫ, анчах ҫисе ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Альбертӑн янах таврашне арҫын мӑкӗ тапса тухсан та унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсерен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарнӑ, питне-куҫне те вӗсемех ӑшӑ шывпа ҫуса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗсемех укҫан пулӑшу пухма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсенчен Тӗрӗкьеле — пулӑшу // Илле Иванов. https://chuvash.org/news/34329.html

Вӗсемех иккӗмӗш хутри хваттерте ача пулма пултарни пирки каланӑ.

Они же сообщили о том, что в квартире на втором этаже может находиться ребенок.

Муркашри пушарта 7 ҫулти арҫын ача шар курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34143.html

Вӗсемех, план ҫукки ҫине йӑвантарса, суда тепӗр вӑхӑта хӑварттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешӳре те вӗсемех паттӑра тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ярлӑк ҫук халь санӑн, чӑкӑлташма тапратсан вӗсемех ҫиеле тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем вара ӑна пурте Евгения Федоровна тесе чӗнеҫҫӗ, вӗсемех ӑна ырла-ырла мӑн кӑмӑллантарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вячеслав Яндров, Александр Максимов, Андрей Таркин, Вячеслав Школьников водительсем хиртен тырӑ турттарса тӑнӑ, вӗсемех йӗтем ҫинче те ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех